АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пархатарĕ – пирĕн пуянлăх

21 октября 2009 г.

Паянхи пурнăç – рынок тапхăрĕ – пĕчĕк бизнеса малалла аталантарса пыма хистет. Пĕтĕмĕшле илсен, укçа-тенкĕ тумалли çĕнĕ мелсене хăвăртрах ĕçе кĕртмелле, вырăнти чĕр таварпа анлăрах усă курмалла. Çĕнĕ юхăм варкăшĕ районта сарăлман теме çук, анчах чăрмавсем те сахалах мар. Вĕсене пĕтересси – çивĕч те кăткăс ыйту.

Ура айĕнчи пуянлăх

Пахчара мĕн акса-лартса ÿстермеллине пĕтĕмпех хресчен хăй палăртать. Ял хуçалăх культурисене хаклăрахпа сутассишĕн те унăн хăйĕнех хыпкаланмалла. Çу кунĕсенче ял çынни яра куна сад-пахчара, уйри çĕр лаптăкĕ çинче тар тăкать. Кĕркунне вара ырлăх-пурлăхне те курать. Килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç, улма-çырла, çĕр улми пулса çитет. Кашниех çĕр пуянлăхĕпе пĕлсе, туллин усă курасшăн. Чи малтанах апат-çимĕçе кил валли çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшать. Ытлашшине вара ăçта хумалла;

Пулă ĕрчетмелле мар-ши;

Районта пысăк пĕвесемпе плотинăсем çук мар. Вĕсем, ял сăн-сăпатне илем кÿнипе пĕрлех, çынсене те сахал мар усă параççĕ. Вут-кăвара хирĕç кĕрешес ĕçре, акă, шыв пĕлтерĕшĕ калама çук пысăккине пурте аван пĕлетпĕр. Шыв-шур пĕлтерĕшне тĕрлĕ енлĕ, тĕрĕс хаклама пĕлсен, унăн уссине татах ÿстерме майсем пур! Эпĕ паян пулă ĕрчетесси çинчен сăмах хускатасшăн.

Район территорийĕнче хальхи вăхăтра 17 плотина, 50 кÿлĕ, нумай пĕве шутланса тăраççĕ. Вĕсене пурне те арендăна илме пулать иккен. Пĕр вăхăтра Туктамăшри "Урожай" ял хуçалăх кооперативĕ (халĕ вăл панкрута тухса саланса кайнă) Сăр хĕрринчи пĕр кÿлле арендăна илнĕччĕ. Унта карп йышши пулăсене те ярса пăхнăччĕ. Ку ĕçе лайăх пĕлекен специалистсем пулманран-ши, çав кÿлĕ усă парайман.

Паллах, алă уснипе ĕç пулмасть. Плотинăсенче е кÿлĕсенче карп ĕрчетме меллĕ. Çак ырă, тупăшлă ĕçе йĕркелесе яракансем кирлĕ. Халĕ, экономика хавшанă тапхăрта, пулă ĕрчетес ыйтăва çĕклени вырăнлă пек туйăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика