21 октября 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнче «Ренова» компанисен ушкăнĕн сăнав комитечĕн тата правленийĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа, Шупашкара Пекинран килсе çитнĕскерпе, тĕл пулнă. Предприниматель Китайра РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин ертсе пынă делегаци йышĕнче пулнă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче «çÿхе пленкăсен» технологийĕн никĕсĕ çинче хĕвел модулĕсен производствине хута ярассипе çыхăннă ĕçсем мĕнле пынине сÿтсе явнă. Пысăк проекта хутшăнакан тĕп тытăмсем – «Ренова» компанисен ушкăнĕ тата Раççейĕн нанотехнологисен корпорацийĕ. А.Ф.Иоффе ячĕллĕ физика-техника институчĕпе алла-аллăн ĕçлекен наука-тĕпчев центрĕ валли çĕнĕ оборудовани туянма 1,2 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Чăваш Енре тĕп тата хушма производствăсен проектне пурнăçланă май 1,3 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
В.Вексельберг палăртнă тăрăх, производствăна ăçта вырнаçтарассине суйласа илнĕ чух инфратытăм аталанăвĕн шайĕ тата регион влаçĕсем çине тăрса пулăшни тĕп вырăнта пулнă, çавна май Чăваш Ен сумлă конкурентсенчен, калăпăр, Санкт-Петербургран, иртме пултарнă. «Эпир пĕрле çакна ăнланни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: ку – завод строительстви кăна мар, çĕнĕ отрасль – альтернативлă энергетика – çуратас ĕçри пысăк утăм. Вăл паянхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерĕ, тĕнчери çĕнĕ технологисен аталанăвĕпе тан утма май парĕ», – палăртнă «Ренова» компанисен ушкăнĕн сăнав комитечĕн тата правленийĕн председателĕ.