21 октября 2009 г.
Раççей тата Чăваш Ен патшалăх символикисене пĕлессипе регионсем хушшинчи конкурсăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсем конкурса хастар хутшăннă. Вĕсен ĕçĕсене виçĕ номинаципе хакланă: «Литература пултарулăхĕ», «Тĕпчев ĕçĕ», «Декораципе прикладной искусстви». Сăмах май, республикăри регионсем хушшинчи конкурса 14 районти, 7 хулари ачасем 105 ĕç тăратнă.
«Тĕпчев ĕçĕ» номинацире 5-8 классем хушшинче Питĕркассинчи вăтам шкулăн вĕренекенĕ Кристина Фадеева «Раççей патшалăх Гербĕ ĕмĕртен ĕмĕре» ятлă ĕçпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.