АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çуратмалли сертификатпа усă кураççĕ

21 октября 2009 г.

«Сывлăх» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе ача амăшĕсем çине ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма сертификат параççĕ. Çие юлнă хĕрарăм вара медицина тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ пулăшу илет, вырăнта тÿлевсĕр тĕрĕслевсем тутарать. Хальлĕхе 2009 çулта пулас ача амăшĕсене 348 пин тенкĕлĕх 117 талонпа тивĕçтернĕ. Сертификат илнисене сывлăха çирĕплетме ятарлă санаторисене те яраççĕ. Сăмах май, 2006 çултанпа паянхи кунччен çак сертификатпа усă курса 32 ача амăшĕ ятарлă санаторисенче пулса сывлăха çирĕплетнĕ. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи социаллă страховани Фончĕн регионти уйрăмĕ 567922 тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçалхи I кварталта çеç çие юлнă 9 хĕрарăм путевкăпа усă курса республикăри «Надежда» тата «Чувашиякурорт» санаторисенче сипленнĕ.

Ача çуратмалли сертификатпа тивĕçтерме пуçланăранпа вырăнти врачсен те ĕç укçин калăпăшĕ ÿснĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика