21 октября 2009 г.
«Сывлăха ачаран упра», – тенĕ ваттисем. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Сывă пурнăç организма та çирĕплетет, çавăнпа ачаранах сывлăха упрамалла.
Çĕн Атикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта Сывлăх кунне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Спорт ăмăртăвĕсем вĕренекенсен вăй-хăватне тĕрĕслеççĕ. Ачасен шкул пурнăçĕ те интереслĕрех иртет.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче пирĕн шкулта Сывлăх кунне ирттерчĕç. Тĕрлĕ спорт вăййисемпе ăмăртусем пире, вĕренекенсене, хавхалантарчĕç. Чăн-чăн спортсмен пек туйрăмăр эпир хамăра. Ывăннă пулин те лайăх кăтартусем савăнтарчĕç.
Камăн-ха сывлăхлă та çирĕп кĕлеткеллĕ пулас килмĕ;