АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕсене чысласси пирки

21 октября 2009 г.

Районти хĕрарăмсем Чăваш Республикин Президент Администрацине "Амăшĕн мухтавĕ" медальпе чысласси мĕнле пулса пыни пирки янă çырăвĕ çине Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви хуравлать:

СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1994 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн "Ача амăшĕ-героиня" ят, "Ача амăшĕн мухтавĕ" орден, Ача амăшĕн медалĕ патшалăх награди шутне кĕнĕ. Вĕсемпе СССР саланса кайиччен ача амăшĕсене чысланă.

Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи мартăн 2-мĕшĕнчи Указĕнче маларах асăннисене патшалăх наградисен шутне кĕртмен. Çавăнпа та хĕрарăмсене Ача амăшĕн медальпе чыслама май çук.

Çапах та Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ачасене воспитани парас тата çемье йăлисене çирĕплетес енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăлаççĕ. Ордена пĕрле пурăнакан регистрациленĕ мăшăрсене е тулли мар çемьене, çĕршыва юрăхлă, йĕркеллĕ, халăх хушшинче хисепе тивĕçнĕ тăватă е ытларах ачана воспитани панă ашшĕ-амăшĕ юрăхлă. Ордена илес текенсен документсен шутĕнче çаксем пулмалла: социаллă активлă çемье пулнине палăртакан дипломсемпе грамотăсем, свидетельствăсем, массăллă информаци хатĕрĕсенчи материалсем, çемьери кашни çын çинчен характеристика, çемье йышĕ тата ăçта пурăнни çинчен справка. Сире орден парасси пирки вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçин РФ Президенчĕ патне ыйтса çырмалла тата вĕрентÿÿ, сывлăх, хÿтлĕх, шалти ĕçсен, опекăпа попечительство органĕсемпе тата РФ полномочиллĕ представителĕсемпе калаçса килĕшмелле. Унтан асăннă ордена илме тăратнă представление Раççей Президенчĕ патне Чăваш Республикин аслă должноçри çын тăратать. Юлашкинчен ордена илме тивĕçлисене ятарлă комисси палăртать.

"Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден пирки тĕплĕнрех райадминистрацине шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енре çемье институчĕпе ăс-хакăл пуянлăхĕсене çирĕплетес тĕллевпе Указ кăларнă. Çак Указпа килĕшÿллĕн патшалăх наградине – "Юратупа шанчăклăхшăн" орденне туса хунă. Асăннă ордена Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан, ачисене Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пек пăхса çитĕнтернĕ тата 50 çул е ытларах пĕрле пурăнакан регистрациленĕ мăшăрсене параççĕ. Паянхи кун ордена хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика