АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чалăш пÿрт

21 октября 2009 г.

Ман пуçăма мĕн пулнă-ши;.. Чăтма çук ыратать... Ĕнер эпĕ таçта хăнара пулман пулĕ те;.. Кам патĕнче-ши;.. Хăнара пулнă-тăк кам мана çав териех – пуç çурăлса тухмаллах – ĕçтернĕ-ши; Хисеплесе-ши е кураймасăр-ши;.. Вăраннă-вăранман пыр ярăнать тата... Каш! кашлакан кукша пуçăма минтер айне хурса выртатăп – унта та канăç çук... Тарăхнипе кăшкăратăп: "Ай-яй! Пуçăм ыратать! Кăшт кăна ярса пар-ха!.." "Эсĕ çак таранччен мĕн кăшкăрса выртатăн;!" – тет çамрăк арăмăм. Ку манăн виççĕмĕш-ха. Уйăх каялла иккĕмĕшне ытла та нумай сÿпĕлтетнĕшĕнех: "Тасал куç умĕнчен!" – тесе килтен тапса кăларса ятăм та... "Эсĕ те пулин ан çухăр-ха! Сансăрах пуç вăрман пек кашлать!" – тетĕп утиялпа пуç çийĕнчен витĕнсе. "Ме, тыт, савнă кукша пуçăм, ĕç те урăх ан ыйт, пыру ярăннине итлес килми пулчĕ..." Пĕр черккене йăлтах ÿпĕнтертĕм... Ак-ак-ак! Хайхи ĕнерхи каç ăçта пулнине тÿрех аса илтĕм... "Ĕнер ахалех мана çав тусу патне чĕнтĕн... "Каймасан аван мар тесе", – мăртлатать мăнтăркка арăм. Хăй çавăнтах мана ачашшăн чуп туса илчĕ те лавккана тухса чупрĕ. Мĕн илме-ши;.. Эпĕ вара мĕн пулса иртнине йăлтах аса илсе выртатăп...

Тусăмсен килĕ умне çитеспе мана арăм: "Пăх халĕ, Юрочка: вĕсен пÿрчĕ çурта пек – тÿп-тÿрĕ. Чÿречисем пысăк, каррисем тĕлĕнмелле хитре!" – тесе ăмсанса пăхса тăчĕ. "Кун пек чаплă пÿрт пирĕн те пулĕ-ха, ан кулян..." – терĕм çамрăк арăма ыталаса. Хăнара – хăнарах çав. Эпир кучченеç тултарнă сумкăсемпе çитнĕ-çитмен пирĕн умра кускалама пуçларĕç тусăмсем. Маларах хатĕрлесе лартма вăхăчĕ пулман-ши;.. Ăна касаççĕ, кăна тураççĕ...

Эпир вара арăмпа ларатпăр кĕтсе... "Хăçан хатĕр пулать-ши;" – тесе. "Ларăр сĕтел хушшине!" – терĕç тинех. Черккесене хăйсем тунă шăршлă эрех тултара-тултара вăйпа ĕçтерме пуçларĕç хайхискерсем. Эпĕ кунĕпе апат çимен. Хырăм пуш-пушах, чăтма çук çиес килет. Пĕчĕк турилккене яшка ярса пачĕ тусăм, пăхатăп: унта шывсăр пуçне нимĕн те çук, вăл та пулин тĕпĕнче кăна, яшки кашăк путмалăх та çук. Çийĕнче пĕчĕк укроп пекки явăнать, тĕпĕнче – шăмă татки. Эпĕ ăна лартнă-лартман леплеттерсе ятăм. Татах та ярса парасшăнччĕ пек тусăм, анчах та лайăх марланса: "Çитет! Çитет! Питĕ тутлă пулчĕ! Çисе тăрантăм! Тавтапуçах!" – тесе (катăк пуç) килĕшмерĕм... "Кунта татах мĕн хыпмалли пур-ши;"... – тесе сĕтел çине вăрттăн пăхкалатăп. Ман умра – пĕр чашăк чăх ури. Вăрăм кăн-кăвак чĕрнеллĕскерне курнă-курман хăсас килсе кайрĕ. Аптранипе хăяр тытса çыртрăм. Вăл та пулин чăтма çук тăварлă, пăрăçпа хутăш... Аран-аран çăтса антартăм, куçран куççуль сирпĕнсе тухрĕ. Хăйсем эпир пыриччен çисе лартнă пулинех... Пире вăйпа ĕçтере-ĕçтере ÿсĕртсех ячĕç... Эпир илсе пынă арпус тем пысăкăшчĕ, кăлпасси тем вăрăмăшчĕ, тĕтĕмленĕ сап-сарă пулă виççĕ таранччĕ, торт та илнĕччĕ... Вĕсем сĕтел çинче пĕри те çук! Таçта "тарса" пытаннă. Выç хырăмпа, ÿсĕр пуçпа сĕтел хушшинчен аран-аран тухкаласа пире тĕлĕнмелле лайăх пăхса янишĕн тав туса пĕтерейместпĕр вĕт!.. Унтан ÿкес марччĕ тесе майĕпен тухса утрăмăр... Ним чĕнмесĕр кăшт утса кайсан чарăнтăмăр, тусăмсен сĕре чаплă пÿрчĕ çине нумайччен пăхса тăтăмăр. "Тăхта-ха, – тетĕп арăма, – тем тесен те тусăмсен çурчĕ чалăшнă..." Арăм куçне мăч-мăч хупа-хупа тăрук хăраса кайнипе кăшкăрса ячĕ: "Ай-яй! Кĕрес умĕн кăна пÿрчĕ çурта пек тÿп-тÿрĕ марччĕ-им вара;! Халь вара... Хăш вăхăтра чалăшма ĕлкĕрчĕ-ши;! Ишĕличчен хăвăртрах тухса тарччăр, кĕрсе каламаллах пулать, Ю-ю-юрочка!" "И... тепĕр тесен, ишĕлсен тепре лартĕç..." – тесе арăма ыталарăм та кил еннелле таплаттартăмăр... Выçă хырăм пакăртатса пынине çын ан илттĕр тесе урампа утнă чух çул тăршшĕпе пĕтĕм вăйран кăшкăрса юрласа пытăм хайхискер:

Чалăшать, чалăшать

Тусăм пÿрчĕ чалăшать!

Хам чалăшман пулнă-тăк

Чалăшĕччĕ-ши вăл!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика