21 октября 2009 г.
"Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ вулакана çăмăллăх кÿрес тесе 10 кунлăх акци ирттерет.
Кам та кам октябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 4-мĕшĕччен "Пирĕн пурнăç" хаçата 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнать, вăл çав тапхăрти ултă уйăх хушшинче пĕр хутчен хаçат страницисенче тÿлевсĕрех салам пичетлеме пултарать. Салам хакĕ пĕчĕк маррине шута илсен, район хаçатне çырăннин усси пирки хăвăрах шухăшласа пăхăр. Хаçатлă та пулатăр, çывăх çыннăра тÿлевсĕрех саламлама та май пулĕ.
Тÿлевсĕр салам пичетлес тесен, редакцие маларах çырăнтару квитанцине илсе килмелле. Асăрхаттаратпăр: квитанци çинче штемпель палли пулмалла.
"Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, вулăр, пирĕн парнене йышăнсамăр.
Хаçат
редакцийĕ.