АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун проекчĕпе – халăх итлевĕ

24 октября 2009 г.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче бюджетăн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунĕн 961, 962, 963, 964 статйисемпе килĕшÿллĕн ЧР Патшалăх Канашĕ 2009 çулхи ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăра йышăннă республика бюджечĕ çинчен» саккунĕн проекчĕпе халăх итлевне ирттерет.

Саккун проекчĕ 2009 çулхи октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Республика» хаçатра пичетленнĕ, ăна Патшалăх Канашĕн официаллă сайтне (gs.cap.ru) вырнаçтарнă.

Бюджет саккунĕн проекчĕпе çыхăннă сĕнÿсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2009 çулхи ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен кая юлмасăр çак адреспа тăратмалла: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт.

Халăх итлевĕ 10 сехетре Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче (Шупашкар хули, Республика лапамĕ, 1 çурт) пуçланать.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 62-13-77, 62-28-26.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика