АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсенче ăшă та хăтлă пултăр

24 октября 2009 г.

Хваттерсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ харпăрхи уйрăм çуртра тĕпленнисене ăмсаннине сисетĕн. Уйрăм çуртра пурăнакансем сивĕ çанталăксенче: хĕлле е çулла, кĕркунне е çуркунне те – кирек хăш вăхăтра та пÿлĕме ăшăтас тесен газпа усă курма пултараççĕ. Вĕсен хăйсен ятарлă уйрăм газ кăмаки пур çав. Паллах, паянхи кун Хĕрлĕ Чутай салинчи хваттерсенче уйрăм газ кăмакисемпе усă куракансем те çук мар. Акă кăçал, кĕрхи кунсем çитиччен, район центрĕнчи 63-мĕш çуртра пурăнакансем ăшă та хăтлă пÿлĕмсенче пурăнас тесе, хăйсем тăрăшнипе, уйрăм газ кăмаки вырнаçтарнă. Паян вĕсем çут çанталăк газĕн ырлăхĕпе туллин усă курса пурăнаççĕ. Вĕсен ку енĕпе йывăрлăх çук.

Çулран-çул республикăра газпа усă курнăшăн хăйсен парăмĕсене татайманнисен йышĕ ÿссех пырать. Ун пеккисем районта та çук мар. Çак сăлтавсене шута илсе район администрацийĕ çитес çулсенче Хĕрлĕ Чутай салинчи хваттерсенче, предприятисемпе учрежденисенче кашнийĕнче çут çанталăк газĕпе усă курса хутса ăшăтмалли кăмакасем лартас ĕçе пуçласшăн, ку енĕпе программа хатĕрлес ĕç пырать. Район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков программăна хатĕрлеме район пуçлăхĕн çумĕ Иван Лаврентьевич Хораськин ертсе пыракан обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайне шаннă. Паллах, ку кăткăслă та çăмăл мар ĕçе вĕсем кăна мар, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем те явăçсан вырăнлă. Район пуçлăхĕ А. Криков предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе, пай начальникĕсемпе тунти кунсерен ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çул тĕлне район центрĕнче тата СХТ территорийĕнче тĕпленнисен пурин те хăйсен уйрăм хутса ăшăтмалли кăмака пулмалла. Калас пулать, ку ĕçсем пурнăçа кĕриччен хатĕр программăна малтан районти депутатсен Пухăвĕн пăхса тухса йышăнмалла.

Юлашкинчен çакна калас килет. Пÿлĕмсенче ăшă та хăтлă пулни пурне те кăмăллă, сывлăх та хавшамасть... Анчах та палăртнă ĕçе пуçласа вĕçне çитерме нумай чăтăмлăх, çирĕплĕх, тÿсĕмлĕх, тăрăшулăх кирлĕ. Хваттерсенче пурăнакансен пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿлĕх, ăнланулăх пулмалла. Ку ырлăх пĕтĕмпех хамăршăн-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика