АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаршав уçăлчĕ

24 октября 2009 г.

Сентябрь уйăхĕнчен тытăнса октябрь уйăхĕ вĕçленичченех районта "Асамлă чаршав" фестиваль пырать. Ăна хамăр ентешсене – И.Садовниковапа Н.Булаткин артистсене халалласа йĕркеленĕ. Çавăн пекех ку фестивале ЧР Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçлас тата ял çыннин ят-сумне ÿстерес, халăхăн творчествăлла пултарулăхне хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ. "Асамлă чаршав" фестивале ял тăрăхĕсен тата культура учрежденийĕсен пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсен хăйсен спектаклĕсенче ял пурнăçне çутатса памалла.

Октябрĕн 6-мĕшĕнче фестиваль старт илчĕ. Ăна Ачкасси ял тăрăхĕнчи театр коллективĕ Е.Никитинăн "Хуняма" пьесипе уçнă. Пукрав кунĕнче вара Мăн Этмен ял тăрăхĕ сцена çине "Вĕрентеççĕ арăмсем" спектакльпе тухнă. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне "Асамлă чаршав" фестивале хутшăнса Кив Атикасси, Тралькасси, Пантьăк, Штанаш ял тăрăхĕсенчи тата Шулюри пултарулăх коллективĕсем халăх умне чăваш драматургĕсен паллă пьесисем тăрăх спектакльсем лартнă. Кашниех ял çыннин пурнăçне тĕрлĕ енлĕ сăнарлама тăрăшнă. Сăмахран, мăнэтменсем пурнăçри чи хĕрÿ тăшманпа – эрехпе – кĕрешесси пурин тивĕçĕ пулнине хăйсен спектаклĕнче аван кăтартнă. Пантьăксем вара вырăнти библиотекарĕн Михаил Коробковăн "Курман илтмен çынсем мар" пьеси тăрăх спектакль лартнă, колхоз арканнине калăпласа панă. Ял çыннишĕн ку тема питех те çивĕч.

Çапла, район шайĕнче "Асамлă чаршав" фестивале ирттерме йышăннине ырлатăп çеç. Ку çынсене пĕр тĕвве пуçтарса пĕрле ĕçлеме, çав хушăрах пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет. Ял çыннисемшĕн те Культура çурчĕсенче иртекен спектакльсене курни тем пекех паха. Кашни кун сенкер экранпа "Кармелита", «Однажды будет любовь» е ытти сериалсене пăхиччен çынсем, паллах, вырăнти артистсен пултарулăхĕпе хаваспах паллашĕç.

Ĕлĕкхи пек Шупашкарти драма е Çамрăксен театрĕсене кайса спектакльсем кураймасть çав ял халăхĕ. Укçи-тенки те, техники те кирлĕ-çке. Ял клубне çитсе ял тăрăхĕсен тата культура ĕçченĕсен ăсталăхне курма ку та, вăл та кирлĕ мар. Вăхăчĕ çеç пултăр. Çапла, вăхăт тенĕрен, темшĕн-çке "Асамлă чаршав" фестивальпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче лартакан спектакльсем каç кÿлĕм пулмаççĕ. Сăмахран, вăл Пантьăкра шăмат кун, октябрĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăр иртни икĕ сехетре пуçланнă. Вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашайман ял çыннисем чунтанах пăшăрханнă. "Кăнтăр кунĕнче халăхăн ĕç çук тесе шутлаççĕ-ши, ĕçе кунсерен каякансем канмалли кун- ра кил таврашĕнче тимлесшĕн. Спектакльсене каçхине кăтартма май çук-ши;" – тесе шăнкăравларĕç редакцине.

"Асамлă чаршав" фестивале йĕркелесе пыракансем халăхăн ыратăвĕпе килĕшеççех пулĕ тетĕп. Çÿлерех асăннă çитменлĕхе çырнăшăн та кÿренмелле мар. Пачах урăхла, савăнмалла. Мĕншĕн тетĕр-и; Район пуçлăхĕн А.Криковăн Указĕпе ирттерме йышăннă "Асамлă чаршав" фестивальпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче иртекен спектакльсене ял халăхĕ курма ăнтăлнишĕн. Кун евĕр фестивальсем районта татах та нумай пулччăр. Ял çыннисене ĕç кăна мар, чун апачĕ те кирлĕ вĕт-ха.

Çакна та палăртни вырăнлă пулĕ. Ялсенче спектакльсем хăçан пулассине тата вăл хăш сехетре пуçланнине пĕлтерсен аванччĕ. Куракансем те ытларах пуçтарăнĕччĕç. Ял çынни спектакле тăвăллăн алă çупса йышăнни вăл вĕсен кăмăлне кайнине пĕлтерĕ. Ку вара «Асамлă чаршав» фестивалĕн жюрине ял тăрăхĕсенчи театр коллективĕсен пултарулăхне хаклас ĕçре витĕмлĕ пулăшу парĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика