20 января 2014 г.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче 18" федераллă саккунăн (2012 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчи) положенийĕсем вăя кĕнĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн наркотиклă хатĕрсене саккунсăр çаврăнăша кĕртнине хирĕç кĕрешессине вăйлатма хистекен саккун акчĕсене улшăнусем кĕртнĕ.
Çĕнĕ редакциллĕ РФ Уголовлă кодексĕ наркотик хатĕрĕсемпе, психотроплă япаласемпе усă курса преступлени тунине айăплава йывăрлатакан сăлтавсен шутне кĕртнине çирĕплетнĕ. Халĕ çÿлерех асăннă япаласемпе усă курса халăхпа общественность сывлăхне хирĕç йывăр преступленисем тунăшăн ĕмĕрлĕх ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Следстви изоляторĕнче, юсанмалли учрежденире, спортпа транспорт объекчĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, кану валли усă куракан пÿлĕмсенче, çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе е электронлă, информаципе телекоммуникаци сечĕсемпе (Интернет та кĕрет) усă курса наркотик хатĕрĕсемпе, психотроплă тата вĕсене евĕрлĕ япаласемпе сутă тунăшăн та çирĕпрех мерăсем пăхса хунă.
Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан РФ Кодексĕнче те улшăнусем пулнă. Пуçа минретекен çÿлерех асăннă япаласемпе тухтăр çырса памасăр тата кун евĕр ытти япаласемпе обществăлла вырăнсенче усă курнăшăн та административлă яваплăха вăйлатнă. Халĕ йĕркене кун пек пăснăшăн 4000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран штраф хума е 15 талăклăх арестлеме пултараççĕ. Çак ĕçсенех ют çĕр-шыв гражданĕ тунă пулсан, ăна валли хушма айăплав пăхса хунă – Раççей Федерацийĕн тулашне кăларса яраççĕ.
РФ КоАП-ĕн 6.16 статйине те улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем наркотик хатĕрĕсемпе вĕсен тĕрлĕ категориллĕ прекурсорĕсене çаврăнăша кĕртмелли правилăсене пăснăшăн яваплăх тыттармалли чикĕлемелли мерăсемпе çыхăннă. Халĕ юридици сăпачĕсем валли штраф санкцийĕсен виçине 200 пинрен пуçласа (маларах 100 пин- рен тытăннă) çирĕплетнĕ.
А.ПЕРЕПЕЛКИН, район прокурорĕн пулăшуçи.