20 января 2014 г.
2013 çулхи отчетлă тапхăрта районти полици уйрăмĕ пĕтĕмпе район территорийĕнче пулнă 183 преступление регистрацилерĕ, ку кăтарту малтанхи çулхинчен 0,5 процент сахалрах. Преступленисен хисепĕ чакни экономикăна сиен кÿрекен преступленисем сахалрах пулнипе çыхăннă.
Преступленисен тытăмне тишкерес пулсан, çын пурлăхне хапсăнни, тапăнни 62,8, вăтам йывăр преступленисем 21,3, питĕ йывăррисем 13,1 процентпа танлашаççĕ.
Пĕтĕмпе иртнĕ çул 169 преступление тĕпчерĕмĕр, уçса патăмăр, суда çитертĕмĕр. Çавăн пекех полици ĕçченĕсем çулталăк хушшинче 2897 ыйтăва тата пулса иртни çинчен пĕлтернине регистрацилерĕç, çакă малтанхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8,8 процент нумайрах. РФ УПК-н 144-145-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн 683 ыйтăва тата преступленисем çинчен пĕлтернине пăхса тухрăмăр.
Профилактика ĕçĕ
Йĕрке пăсакансемпе профилактика ĕçне ирттересси полици уйрăмĕ тытса пыракан çул-йĕртен пĕри пулса тăрать. Профилактика мероприятийĕсене 2011-2020 çулсен районти тĕллевлĕ программипе пурнăçласа пыратпăр. Ку тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, профилактика канашĕсемпе, МИХ-пе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, учрежденисемпе организацисенче тăтăшах рейдсем, тĕрĕслевсем, право енĕпе калаçусем ирттеретпĕр.
Профилактика ĕçне йĕркелесе пыратпăр пулин те, çул çитмен çамрăксем 7 (2012 çулта – 3), ĕçсĕррисем 127 (109), ушкăнпа 12 (5) преступлени турĕç. 20 преступление обществăлла вырăнсенче шута илтĕмĕр. Ытларах скутерсене, велосипедсене, сотовăй телефонсене вăрлани тĕл пулать. Кашни иккĕмĕш преступлени – Хĕрлĕ Чутай салинче.
Наркотиклă хатĕрсене тата пăшалсене саккунсăр çаврăнăша кĕртнĕ енĕпе пĕрер преступлени регистрацилерĕмĕр.
Çул-йĕр çинчи аварисем
Çул çинчи инкексем ытларах ÿсĕр водительсен айăпĕпе (4) пулаççĕ. Çул çинчи инкексене пула 2013 çулта 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 25 çын аманнă. Ачасем хутшăннипе пĕр çул-йĕр пăтăрмахĕ пулнă. Çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем хăвăртлăха ытлашши ÿстернипе, руль умне ÿсĕрле ларнипе çыхăннă. Правилăсене пăснăшăн 1675 çынна административлă явап тыттартăмăр. Çул çинчи инкексен шутне чакарас тĕлĕшпе профилактика ĕçне вăйлатма тĕллев лартрăмăр.
"Вĕри йĕр" тăрăх
Преступленисене çийĕнчех тĕпчесе пĕлес, уçса парас тĕлĕшре следствипе оперативлă ушкăн преступлени пулнă вырăна вăхăтра çитни пĕлтерĕшлĕ. Çапла "вĕри йĕр" тăрăх 10 преступление уçса пама май килчĕ. Ку енĕпе çитменлĕхсем пур-ха: 2013 çулта преступленисене уçса парасси 2,8 процент чакрĕ, 15 преступлени (2012 çулта – 10) уçăмсăр юлчĕ. Уçса парайманнисен шутĕнче пурлăхпа çыхăннă вăрă-хурахла ĕçсем пысăк пай йышăнаççĕ.
Эрех ĕçнипе
Районта кашни иккĕмĕш преступлени эрех ĕçсе пуçа минретнипе пулать. Алкоголе пула тунă преступленисен шучĕ 1,3 процент, маларах судпа айăпланнисем преступлени тăвасси 8,9 процент ÿсрĕ. Апла пулин те çулталăк хушшинче административлă протоколсем сахал çырнă. Йĕркене час-часах ÿсĕр çынсем пăсаççĕ пулин те, протоколсен ытларах пайĕ вара административлă штрафсем тÿлеменнипе çыхăннă.
Шырав тата хыпарсăр çухални
Отчетлă тапхăрта виçĕ преступник шыравра пулчĕ, иккĕшĕ халĕ те шыравра. Çавăн пекех полици хыпарсăр çухалнă пилĕк çынна шырарĕ, тăваттăшĕ ăçта пулни паллă мар. Тăванĕсемпе çыхăну татнă ултă çын та шыравра шутланчĕ, вĕсенчен тăваттăшне тупма пултартăмăр.
Районти полици уйрăмĕнче тăрăшакансем малашне те районта пурăнакансен хăрушсăрлăхне сыхлас, преступлени шутне чакарас, йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçне вăйлатас тĕллевпе ĕçлесе пырĕç.
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.