22 января 2014 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Ленинграда фашистсен блокадинчен кăларнăранпа 70 çул çитнине халалласа телевиденин Пĕрремĕш каналĕ "Ладога – пурнăç çулĕ" ("Ладога – дорога жизни") нумай сериллĕ фильм кăтартма пуçлать. Валерий Тодоровский тата Александр Велединский картинин пĕрремĕш серийĕ сенкер экран çине январĕн 27-мĕшĕнче тухать.
Тăватă сериллĕ картинăра тăшман пĕккине лекнĕ хулана апат-çимĕç турттаракан "полуторка" машина водителĕ пирки кăтартаççĕ. Тĕп сăнарăн халăх валли Пурнăç çулĕпе – пăрлă Ладога кÿлли тăрăх – халăх валли апат турттарма тивет.
Серисенчен пĕринче асăннă каччăна савакан хĕр тухать, вăл та хăйĕн çине çак тивĕçе илет. Ку роле Ксения Раппопорт паллă актриса вылять. Режиссер сăмахĕ тăрăх, Ксения хăйĕн сăнарне питĕ çывăха илнĕ, фильмри чи хăрушă сценăсене дублерсăр выляма кăмăл тунă. Сценăсенчен пĕринче вăл сĕм каçпа пĕчĕк хĕр ачана çăлас тесе пăрлă шыва сикет.
Фильма ÿкермешкĕн "Ленфильм" киностуди специалисчĕсем ятарласа икĕ "полуторка" автомашинăна юсаса çĕнетнĕ. Вĕсем чăннипех блокада вăхăтĕнче хулана çăлнă.
«Ладога – дорога жизни» фильм – Ленинградра пурăннă çынсене асăнса, хисеплесе, вĕсен тÿсĕмлĕхне сума суса ÿкернĕ фильм. Тĕп рольсенче Андрей Мерзликин, Ксения Раппопорт, Юрий Кузнецов, Юрий Уткин, Алексей Серебряков выляççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.