27 января 2014 г.
1993 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчи 5242-I " "Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнмалли вырăна суйлама тата куçса çÿреме ирĕк паракан Раççей гражданĕсен прависем çинчен" федераллă саккуна, çавăн пекех РФ Уголовлă кодексне, административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пурăнмалли пÿлĕмсенче суя регистрациленессине сирессипе çыхăннă.
РФ гражданинĕ тĕрĕс мар сведенисем е регистраци валли кирлĕ шанчăклă мар документсем тăратнине, е асăннă пÿлĕмре пурăнас шухăшсăрах регистрациленнине, е харпăрлăхçă тара пама кăмăл тумасăрах пурăнмалли пÿлĕмре регистрациленнине саккун кăларакан суя регистраци тесе пăхать.
РФ Уголовлă кодексĕн 322.2 статйи суя регистрацишĕн яваплăха çирĕплетнĕ, виçĕ çул таран ирĕксĕр хăварса пĕр-пĕр должноçе йышăнма е çак вăхăтлăхах пĕр-пĕр ĕçе туса пыма чараççĕ. Çавăн пекех 322.3 статьяпа килĕшÿллĕн ют çĕр-шыв гражданне е гражданлăхсăр çынна ултавпа пÿлĕмре регистрациленĕшĕн те яваплăх тыттарассине пăхса хунă. Кунсăр пуçне РФ гражданĕсене регистраци учетне тата ют çĕр-шыв гражданĕсене миграци учетне илес правилăсене пăхăнманшăн административлă яваплăх тыттарассине вăйлатнă. Асăннă саккун вăя кĕнĕ.
Д.ВИСКОВ, район прокурорĕн пулăшуçи.