27 января 2014 г.
Çак кунсенче редакцине Шупашкарта пурăнакан Владимир Ордяков кĕрсе тухрĕ, Лоба ялĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хĕллехи вăхăтра çăкăр илме Хирлÿкассипе Мучикасси лавккисене йĕлтĕрпе çÿренине каласа тĕлĕнтерчĕ.
"Ялта хальхи вăхăтра пушшисене те шута илсен 25 çурт ларать, вĕсенче пурĕ 9 çын пурăнать, – терĕ Владимир Геннадьевич. – Яла хĕлле машинăпа пырса кĕреймĕн, нимĕнле йĕр те çук, çула юртан тасатса памаççĕ. Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ шантарать кăна..." Çывăхри лавккана, фельдшер пунктне е район центрне çитес тесен хĕлле йĕлтĕр çине тăмаллах лобасен. Паллах, йĕлтĕрпе çÿрени вăл сывлăхшăн усăллă-ха ĕнтĕ, çапах та çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте ватăсене çăкăр патне пилĕк километр аякка йĕлтĕрпе çÿреттерни йĕркесĕртерех пек туйăнать. Сăмах май, Лобана почтальон та хаçат валеçме çак ялăн ырă çыннисем парнеленĕ сунарçăсен йĕлтĕрĕпе каять иккен – пĕчĕк ялта район хаçатне пилĕк çын çырăнса илет.
"Атте-анне патне хуларан килсех тăратпăр, – тет Владимир Ордяков. – Машинăна Мучикасси пуçне лартса хăваратпăр та малалла йĕлтĕрпе каятпăр". "Ялта ватăсем валли çителĕклĕ пурнăç условийĕсем те çук-çке, хулана е район центрне пурăнма куçасшăн мар-и вĕсем?" – ыйтрăмăр ашшĕ-амăшĕшĕн пăшăрханакан арçынран. "Пĕрре кăна мар сăмах пуçарнă-ха та вĕсемпе кун пирки, çук çав, ĕмĕрне ирттернĕ, ачисене çуратса ÿстернĕ вырăнтан ниçта та каясшăн мар, çавăнтах пурăнасшăн..." – терĕ вăл.
Лоба ялĕнче газ та çук, кунта пурăнакансем пÿрчĕсене кăмака хутса ăшăтаççĕ. Ĕне никам та усрамасть иккен, сысна, качака тытакансем пур. Пĕчĕк ялта пурнăç вĕресех тăмасть темелле, анчах та çакă вырăнти влаçăн кунта пурăнакансен нуши çинчен манмаллине пĕлтерместех. Лобари ватăсемшĕн йĕлтĕр йĕрĕ пурнăç çулĕ пулни шухăша ямалла пек...
Алина ИТТИ.