27 января 2014 г.
Январĕн 25-мĕшне чылайăшĕ икĕ уяв пулнипе пĕлет – Татьянăсен тата Раççей студенчĕсен кунĕ. Хальхи вăхăтра Татьяна ятпа çÿрекенсем сахаллансах пыраççĕ теме те юрать пулĕ. Апла пулин те паянхи кун пирĕн хушăра пултаруллă Таньăсем пур-ха. Вĕсенчен пĕри – Ваçкаçырми ялĕнче пурăнакан Татьяна Логинова.
Эпĕ Татьяна Логиновапа 2012 çулта паллашнăччĕ, шăпах Татьянăсен кунне халалланă хаçата валли статья çырмаллаччĕ ун чухне манăн. Вăл вăхăтра 8-мĕш класра вĕренекен хĕр ача район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăратчĕ, тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăннипе палăрнăччĕ. Ун пирки Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕсем: "Пирĕн Таньăн пуласлăхĕ пысăк пуласса шанатпăр", – тенĕччĕ.
Çавăн хыççăн Таня Логинован ÿсĕмĕсем пирки час-часах илтме тÿр килчĕ, пĕлтĕр, акă, эпир хамăр хаçатра маттур хĕр упраç ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн стипендине илме тивĕç пулни çинчен те çыртăмăр.
Нумаях пулмасть вара тата савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр – 2014 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчи хушупа республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ пĕр пин çамрăк хушшинче Мăн Этмен шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Логинова та пур.
Питĕ тăрăшуллă, яваплă, хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлакан хĕршĕн çак сумлă стипендие тивĕçни, паллах, пысăк хаклав. Раççейри, республикăри, регионсем хушшинчи олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăнакан Таня вĕренÿре ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнма вăхăт тупать. Ытларах баскетбол, волейбол вăййисене, сĕтел çи теннисне кăмăллать.
Икĕ çул каялла Таньăран хăйне ку ята кам пани çинчен ыйтсан вăл: "Мана ку ята анне панă, вăл мана питĕ килĕшет. Татьяна кунĕнче килтисем те, юлташсем те парнесемпе савăнтараççĕ, саламлаççĕ, çавăнпа та çак кун маншăн иккĕмĕш çуралнă кун пекех", – тенĕччĕ.
Паянхи кун та Таня Логиновашăн çутă уяв пекех пулать пулĕ, мĕншĕн тесен кăмăлĕпе хăюллă та активлă, пурнăçра мĕн кирлине çирĕп куракан хĕрĕн (Таня ятлисем шăпах çакăн пек теççĕ те...) савăнма сăлтавĕ те пур. Эпир те пултаруллă Таньăна паянхи уяв ячĕпе саламлатпăр, малашне тата пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.