АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллисем 28 миллион тенкĕлĕх пособи илнĕ

27 января 2014 г.

Ачаллисем 28 миллион тенкĕлĕх пособи илнĕ

Хальхи вăхăтра патшалăх ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Пособисене вăхăтра тÿлеççĕ тата индексацилесех тăраççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта ачаллă çемьесене тĕрлĕ пособи 28 миллион ытла тенкĕлĕх тÿленĕ, çав шутра:

• çие юлнипе тата ача çуратнипе 34 çынна 35,6 пин тенкĕлĕх;

• ачана 1,5 çула çитиччен пăхнăшăн 136 çынна 6 млн та 314 пин тенкĕлĕх;

• ача çуралсан пĕр хут параканнине 78 çынна 1 млн та 138 пин тенкĕлĕх;

• ачашăн уйăхсерен параканнине 979 çемьене 9 млн та 430 пин тенкĕлĕх;

• ашшĕ салтака кайнă ачана уйăхсерен параканнине 2 çынна 110 пин тенкĕлĕх;

• опекунсемпе усрава ача илнĕ çемьесене – 9 млн та 74 пин тенкĕлĕх;

• виççĕмĕш тата хыççăн çуралнă ача 3 çул тултариччен параканнине 31 çемьене 1 млн та 538 пин тенкĕлĕх;

• тухтăрсем çырса панипе туллин апатланма çие юлнă 20 хĕрарăмпа ĕмĕртекен 45 амăшне 83,3 пин тенкĕлĕх.

Пособисене çулсеренех ÿстерсе пыраççĕ терĕмĕр, сăмахран, виççĕмĕш тата хыççăн çуралнă ача 3 çул тултариччен параканни халĕ 6116 тенкĕпе танлашать.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика