27 января 2014 г.
Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2013 çулхи декабрь уйăхĕнче ведомствăсем хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕ (ВХЭÇТ) урлă 3,7 пин ыйту янă. Ку вăл – пĕтĕм запросăн 77 проценчĕ. 2013 çулта республикăн ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен ВХЭÇТ урлă федераци власть органĕсене пĕтĕмпе 94 пин ытла ыйту çитнĕ.
Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа власть органĕсене халăхран ытти органра пур сведенисене ыйтма чарнă. Ку информацие регион, федераци тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕр-пĕринчен ВХЭÇТ пулăшăвĕпе илмелле. Хăш-пĕр документа çеç, тĕслĕхрен, паспорта, водитель правине – пĕтĕмпе 19 документа – гражданинăн хăйĕн кăтартмалла.
Çак тытăм туллин пурнăçлантăр тесе ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пысăк ĕç пурнăçланă: инструкцисем хатĕрленĕ, ведомствăсем хушшинчи электрон çыхăнăва хутшăнакансем валли ятарлă портал хута янă. Унсăр пуçне министерство вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, ял тăрăхĕсен, социаллă хÿтлĕх уйрăмĕсен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ĕçченĕсем – пулăшу кÿрекеннисем – валли ВХЭÇТ енĕпе вĕренÿ семинарĕсем ирттерет.
И.БЕЛОВА.