27 января 2014 г.
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçине хăпартасси – чи актуаллă ыйтусенчен пĕри. Çакна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕпе тĕл пулнă май палăртнă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2013 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче республикипе илсен вăтам шалу 10630,3 тенкĕпе (111,2 процент) танлашнă. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа (2006-2012 çулсенче) республикăра ял хуçалăхĕнче уйăхри вăтам ĕç укçи пиллĕк хут ÿснĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсен шучĕпе, хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕç укçи пĕчĕк пулнин сăлтавĕсенчен пĕри – ĕç çыннисен учетне тата шалăвне тĕрĕс мар шутласа пани. Çак сферăра йĕрке тăвас тĕллевпе ял хуçалăх министерстви Чăвашстатпа пĕрле иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче муниципаллă районсене тухса ларусем ирттернĕ, район администрацийĕсене ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе ĕç укçи шайĕн мониторингне, тишкерĕвне ирттерме тата укçа шайне тĕрĕслесе тăма, ĕç укçин вăтам шайне тапхăрăн-тапхăрăн республикăрине çитермешкĕн график тума сĕннĕ.
Республикăри аграри ведомствин сотрудникĕсем 2012 çулхи бухгалтери отчечĕсене тĕпе хурса ĕç хăвачĕн шайне тишкернĕ. Кăтартусем тăрăх ĕç хăвачĕн шайне кура предприятисене виçĕ ушкăна пайланă. Чи пĕчĕк ĕç хăвачĕ Çĕмĕрле районĕнче пулнă – пĕр ĕç çынни пуçне 119 пин тенкĕ. Пĕрремĕш ушкăна кĕнĕ хуçалăхсен ĕç хăвачĕ ĕç çынни пуçне 120-рен пуçласа 450 пин тенкĕ таран, шалу шайĕ республикăра чи пĕчĕкки (6000-8000 тенкĕ) пулни палăрнă.
Иккĕмĕш ушкăнрисен ĕç тухăçлăхĕ пĕрремĕшсенчен 3,7-1,5 хут пысăкрах, 400-тен пуçласа 650 пин тенкĕпе танлашать (уйăхри вăтам ĕç укçин виçи 7600-9000 тенкĕ). Виççĕмĕш ушкăнрисен ĕç тухăçлăхĕ 1560 пин тенкĕ, вĕсенче ĕç укçи те пысăк – 9500-тен пуçласа 13500 тенкĕ таран. Ку ушкăна Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсем кĕреççĕ. Унти пысăк организацисем – "Авангард "Çĕрпÿ беконĕ" ТЯО – пĕр ĕç çынни пуçне 7,9 миллион тенкĕ, "ТП "Сувар-2" – 5,5 миллион тенкĕ, "Юрма" Агрохолдинг" – 3 миллион тенкĕ.
Çав хушăрах сутса тунă услампа ĕç укçи тÿлеме янă тăкаксен пайне танлаштарсан, хăш-пĕр районсенче ĕç укçи ÿстерме майсем пурри палăрнă.
Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсем тивĕçлĕ йышăнусем тума хистеççĕ. Тÿрĕ кăмăллă мар ертÿçĕсен 2014 çулхи апрель уйăхĕнче агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче лару-тăрăва ăнлантарса пама, самаях хĕрелме тивĕ.
Районти лару-тăрăва илес пулсан, ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче вăтамран 307 çын тăрăшать, ĕç укçи тÿлевĕн фончĕ – 35 миллион тенкĕпе танлашать. Пĕр ĕç çыннине уйăхне вăтамран 9440 тенкĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 110 процент, 8568 тенкĕ пулнă) тивет. Чи пысăк кăтартупа "Коминтерн" ЯХПК уйрăлса тăрать. Унта ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 12810 тенкĕ илеççĕ. Çакă республикăри вăтам кăтартуран та пысăкрах. "Свобода" колхозра уйăхри вăтам ĕç укçи 12274 тенкĕпе танлашать, республикăри кăтартуран 15,4 процент пысăкрах. Чи пĕчĕк ĕç укçи вара "Аккозинский" тата "Победа" ЯХПК-сенче – 5556 тата 5729 тенкĕ.
С.МИХАЙЛОВА.