АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурт çунса кĕлленнĕ

29 января 2014 г.

2014 çулхи пĕрремĕш уйăх кăна вĕçленет пулин те пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал пушарсем икĕ хут ытларах пулчĕç. Акă иртнĕ шăмат кун çĕрле иртсен Серенкассинчи Колхоз урамĕнче Ю.А.Мидушкин хуçалăхĕнче вут-çулăм алхаснă, кил-çурт çунса кĕлленнĕ. Кил хуçи килте пулман, вăл Чулхула облаçне ĕçлеме кайнă. Килте вара 17 çулхи йĕкĕреш ывăлĕсем кăна пурăннă, пушар тухнă вăхăтра вĕсем те пÿртре ларман. Пушар сăлтавĕ – розетка хĕмленсе ларни.

Сивĕ çанталăк тăнă май, районта пурăнакансене кăмакасен юсавлăхне асăрхаса тăма ыйтас килет. Çавăн пекех хăвăр тĕллĕн тунă приборсемпе усă курмалла мар, электроприборсемпе те тимлĕ пулмалла.

А.ЯРАБАЕВ, районти пушар хурал чаçĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика