29 января 2014 г.
Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 27-мĕшĕнчен Раççейре васкавлă службăсене чĕнмелли телефон номерĕсене пĕрешкел тăвас ĕçе тытăннă, вăл тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланĕ. Йăлана кĕнĕ, хăнăхнă 01, 02, 03 номерсем умне мала единица хушаççĕ.
Малашне пушар хуралĕпе МЧС службине шăнкăравлас тесен 101 номерпе "çавăрса ямалла", полицие чĕнме – 102, васкавлă пулăшу валли – 103, авариллĕ газ службине – 104. Сотовăй телефонсемпе стационарлă телефонсенчен шăнкăравламалли пĕрлехи номер вара унчченхи пекех юлнă – 112.
Улшăнусене РФ Çыхăнупа массăллă коммуникаци министерствин хушăвĕпе пурнăçа кĕртеççĕ. Палăртмалла, малашне граждансене патшалăх тата муниципаллă пулăшусене электронлă майпа илнĕ чух консультаци памалли пĕрлехи номер те пулать – 115.
Çĕнĕлĕхсем туллин пурнăçа кĕриччен унчченхи номерсемпе те усă курма пулать.
А.ТИМОФЕЕВА.