29 января 2014 г.
Январĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Первозданная Россия" çут çанталăк фестивалĕ пуçланнă. Çак мероприяти Раççейри Культура çулталăкне уçать. РФ Федераци Канашĕн наукăпа вĕренÿ, культурăпа информаци политикин комитечĕн членĕ Галина Николаева палăртнă тăрăх, Культура çулталăкĕн мероприятийĕсем Чăваш Республикинче Шупашкар хулине 550 çул тата Чăваш автономине 100 çул çитнине хатĕрленнипе пĕр килнĕ.
"Культура çулталăкĕнче культура сферине тимлĕх ытларах уйăрасса, пурлăхпа техника базине çирĕплетме укçа-тенкĕ ытларах хывасса, ĕçченсен шалăвне ÿстерессе шанчĕç республикăра пурăнакансем, – тенĕ сенатор. – Вĕсен шанăçĕ тÿрре тухрĕ. Кăçал культура валли уйăрнă тăкаксем 129,5 млн тенкĕлĕх ÿснĕ".
Галина Николаева сăмахĕсем тăрăх, "Чăваш Республикинчи культура аталанăвĕ" çумпрограммăпа килĕшÿллĕн ялсенчи культура çурчĕсене юсама, библиотекăсемпе музейсен ĕçне йĕркелеме, культура еткерлĕхне упрама уйăрнă çак укçана. Республикăра çĕр-шыв шайĕнче палăрнă фестивальсемпе конкурссем иртĕç: Халăхсем хушшинчи балет фестивалĕ, Шупашкарти VII кинофестиваль, "Раççей çăл куçĕсем" фестиваль, "Маçтăрсен Руçĕ" Пĕтĕм Раççейри курав. Республикăра искусство шкулĕсен преподавателĕсем хушшинче иртекен пĕрремĕш конкурса пысăк тимлĕх уйăрĕç.
"Çак çул Раççейри халăхсен культурине упраса ăна малалла аталантармалли, ăс-хакăлпа вĕренÿ çĕнелсе вăй илмелли çулталăк пуласса шанатăп", – çапла пĕтĕмлетнĕ сенатор.
А.СЕМЕНОВА.