03 февраля 2014 г.
Çарпа патриотизм, спорт уйăхлăхĕ пынă май Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Галина Артемьева педагог ертсе пыракан "Тантăш" тимур команди Афган вăрçине хутшăннă Геннадий Никитинпа тĕл пулнă.
Геннадий Иванович Хусанушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтака 1981 çулта кайнă. Афганистанри Кабул хулинче службăра тăнă, Газни тата Гардез хулисенче командировкăра пулнă. Тăшман засадисемпе мина уйĕсене час-часах тĕл пулма тивнĕ пирĕн салтаксен.
"Çар операцийĕсем вăхăтĕнче нумай салтакпа офицер вилчĕ, çакă тăшмана хирĕç тухиччен çар ĕçне вĕренмелли çинчен калать. Эпир хамăр тивĕçе пурнăçларăмăр, чылайăшĕ çакăншăн пурнăçран уйрăлчĕ. Çĕр-шыв ертÿçисем совет çарĕсене Афганистана кĕртме йышăнни паянхи кун та кÿрентерет", – тет Геннадий Никитин Афганистанра пулнă çулсене аса илсе.
Геннадий Ивановича командовани пĕрре кăна мар хавхалантарнă, медальсемпе те наградăланă. Çар чаçĕнчен ашшĕ-амăшĕ патне ывăлĕн тĕслĕхлĕ служби пирки калакан тав çырăвĕсем те килнĕ.
1983 çулта çартан таврăнсан Геннадий Никитин водителе вĕреннĕ, "Агропромхимия" предприятире ĕçленĕ. 1986 çулта вăл пĕр ялта пурăнакан Раиса Геннадьевнăпа пĕрлешнĕ. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан мăшăр ывăлпа хĕре кун çути парнелесе ура çине тăратнă, мăнукĕсемпе те савăнаççĕ ĕнтĕ Никитинсем. Геннадий Иванович паян КСО «Красночетайская» ТЯО-ра водительте вăй хурать.
Тимуровецсем Афган вăрçин ветеранĕ каласа панине кăсăклансах итленĕ, çакăн пек хăюллă та хастар çынпа ытти шкул ачисен те тĕл пулмаллах тесе шутланă. Вĕсем Геннадий Никитина шкула чĕннĕ, унта "çавра сĕтел" хушшинче хăйĕн çинчен каласа пама ыйтнă.
А.ТИМОФЕЕВА.