03 февраля 2014 г.
Кăçалхи январь уйăхĕнче районти прокуратура ĕçлев саккунĕсене епле пăхăнни пирки ирттернĕ тĕрĕслевре М.И.Ярадаевана ĕçрен кăларнă чухне саккуна пăснине тупса палăртнă, иртнĕ çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче ĕç килĕшĕвне пăрахăçлас пирки Мăн Этмен шкул директорĕ хушăва ĕçлев саккунне пăсса кăларнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна çирĕплетнĕ: вĕренÿ учрежденийĕн килекен пĕлтерÿсен кĕнекинчи 4-мĕш номерпе çырса хуни чăн мар шутланать, çавăн пекех ĕçрен тухасси пирки çырнă заявление те (ăна 2013 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче датăланă) М.Ярадаева шкул директорне маларах, асăннă уйăхăн 16-мĕшĕчченех, панă. Çавна май ĕçрен тухас пирки М.Ярадаева çырнă заявление каялла чĕнсе илнине саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтра пурнăçланă, çавна кура ĕç килĕшĕвне пăрахăçлас пирки шкул директорĕн хушăвĕ саккунсăр шутланать.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе асăннă вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ ячĕпе саккунсăр хушу тĕлĕшпе хирĕçлев тăратнă.
Аса илтеретпĕр, РФ Ĕçлев кодексĕн 80-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕçченĕн кун пирки икĕ эрне маларах ĕçпе тивĕçтерекене çырса пĕлтерсе ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама ирĕк пур. Ĕçчен ĕçпе тивĕçтерекене заявлени панă кунран çÿлерех асăннă вăхăт шутланма тытăнать. Ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçчен хушшинчи килĕшÿ тăрăх ĕçрен тухассине маларах пĕлтерсе хунин вăхăчĕ пĕтиччен те ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама пулать. Маларах пĕлтерсе хунă вăхăт иртсе кайиччен ĕçчен хуть те хăш вăхăтра хăйĕн заявленине каялла илме пултарать. Енчен те ун вырăнне урăх çынна çырса ĕçе йыхравламан-тăк, ăна ĕçрен хăтармаççĕ.
А.ПЕРЕПЕЛКИН, район прокурорĕн пулăшуçи.