03 февраля 2014 г.
Етĕрнери район сучĕн приговорĕпе РФ Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн начальникĕнче ĕçленĕ çын РФ УК-н 159 статйин 3 пайĕпе (служба тивĕçĕсемпе усă курса улталанăшăн) айăплă тесе йышăннă. Ăна 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тата суд 2010 çулта РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ вырăнти хаçатра 10 пин тенкĕлĕх статья вырнаçтарнине, анчах та асăннă ертÿçĕ хушнипе пичет кăларăмĕн расчет счечĕ çине 15 пин тенкĕ куçарса панине çирĕплетнĕ. Çапла майпа вăл ытлашши куçарнă 5 пин тенкĕне редакцирен хăй аллине илнĕ, хăйне кирлĕ пек усă курнă.
Суд приговорĕ вăя кĕмен-ха. Следстви вăхăтĕнче айăпланакан РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне кÿнĕ тăкака туллин саплаштарнă.
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ.