АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи кун та хастар, маттур

03 февраля 2014 г.

Паянхи кун та хастар, маттур

Хальхи вăхăтра Пантьăк ялĕнче мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе пурăнакан Анна Петровна Михеева патне 90 çулхи юбилей ячĕпе РФ Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ Саламлă çырăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева тата Пантьăк ял тăрăхĕн специалисчĕсем илсе çитернĕ.

Анна Петровна Михеева Трапай ялĕнче январĕн 31-мĕшĕнче 1924 çулта çуралнă. Тăван ашшĕ Граждан вăрçине кайсан унтан таврăнайман, хĕр пĕрчи виçĕ çултах тăлăха юлнă. Амăшĕ 5 ачаллă урçана тепĕр хут качча тухнă, кайран тата пĕр ача çуратнă. "Çичĕ ачаллă çемьере пĕртăвансем пек килĕштерсе пурăнтăмăр, халĕ пĕртăвансем те пĕр пĕринпе килĕштермеççĕ",– тет тыл ĕçченĕ.

Çемье колхоза малтанхи кунсенчех кĕнĕ май, ĕçе вун тăватă çултах кÿлĕннĕ, уй-хире вир çумлама çÿренĕ. Çамрăклăх вăрçă çулĕсенчех иртсе кайнă. Торф кăларма Иваново тата Калинин облаçĕсене кайнă. Калинин облаçĕнче ĕçленĕ укçипе çĕвĕ машини те илме пултарнă, вăл паянхи кун та ĕçлет. Вăрçă нушине сахал мар тутанма тивнĕ Анна Петровнăн. Шупашкар районĕнчи Сосновкăра электростанци тунă çĕре ял Канашĕн повесткипе 5 хĕр ача ĕçлеме кайнă. Ĕçленĕшĕн кунне 600 грамм çăкăр панă тата пĕр хут вика яшки çитернĕ. Электростанци тунă çĕрте сивĕсем пуçланичченех ĕçленĕ. Сивĕсем пуçлансан ăшă тумтирсĕр хĕрсене вырăс прорабĕ шеллесе катерпа Атăл урлă каçарса янă. Шоркасси ялне çитсен тĕттĕмленсе кайнă, чутайсем тесен хваттере яракан пулман. Етĕрнесем тесе суйса пĕччен пурăнакан хĕрарăм патне вырнаçнă. Кÿршĕ арçынни каçпа ларма каçсан: "Мĕншĕн чутайсене хваттере ятăн, вĕлерсе хăвараççĕ, вĕсен кашни пасарта çапăçса виçĕ виле выртса юлать", – тесе каланă. "Хĕрарăм пире шеллерĕ, çĕр каçмасăр кăларса ямарĕ. Тепĕр кунне вара çуран 120 çухрăм утса яла çитрĕмĕр. Паянхи куна вара 5 хĕртен 2-шĕ кăна пирĕнпе пĕрле", – тăсрĕ сăмах çăмхине Анна Петровна.

Мĕн вăрçă чарăниччен хĕлле Кăмаша вăрманĕнчен килеймен. Кĕреш пек юмансене пĕр енчен икшерĕн тăрса туртнă, пĕр юманĕнчен 10 кубла метр вутă хатĕрлесе çурса купаланă. Вăрçă вăхăтĕнче, вун çичĕ çулта, "холостяк" налукне те тÿлесе курнă.

Мирлĕ вăхăтра Трапай ферминче ĕнесем сунă, икĕ хутчен сăнĕ район Хисеп хăми çине ларма та тивĕçнĕ.

Фермăра ĕçлесе сывлăхĕ япăхлансан почтальон тивĕçне пурнăçланă. Трапай каччипе çемье çавăрса пĕр хĕр çуратнă, анчах çăмăлттай çынпа çемье тĕрекленеймен, саланнă. 1966 çулта Пухтанкассине 4 ачаллă урçана качча килнĕ. "Пĕрре телей пулманнипе качча каяс мар тенĕччĕ", – тет кинемей. Тăлăх ачасене пăхса çитĕнтерсен сăвап пулĕ тенипе-ши, е... пулас упăшкин хунями тăванĕпе темиçе хут та килнипе-ши – çаврăннă. Ачисенчен чи кĕçĕнни 6 çулта пулнă, асли – 14 çулта. Упăшкипе, Николай Васильевич Пудейкинпа, 44 çул килĕштерсе пурăннă, 5 ачана ура çине тăратнă. Чăнах та, питĕ ырă кăмăллă çын пулнă Николай Васильевич. Анна Петровнăна хĕрĕх тăватă çул хушшинче пĕр сивĕ сăмахпа та кÿрентермен. Мĕн пенси çулне çитичченех уй-хир бригадинче тăрăшнă.

Кинемей ташлама-юрлама юратать, ĕçкĕ-çикĕре ăна ташласа çитекен те çук. Вĕри мунчара вара хурăн милĕкĕпе çапăнма кăмăллать, хул-çурăма унпа ăшалассипе тепĕр çамрăк çын та аякра тăтăр. Халĕ те тăвансемпе кĕрекене ларсассăн юрăсăр иртмест. Вăл час-часах юрлакан юрăпа хаçат вулакансене те паллаштарасшăн:

1. Лаши, çуни, турти, пĕкки, килхепи

Ялан пултăр юсавлă.

Çуни çинчи стариккипе карчăкки

Ялан пулччăр кăмăллă.

2. Старик тени пулсан пултăр сарă, вăрăм, яштака,

Ĕçке кайсан ан вăрçтăр.

Çын юрласан вăл та пĕрле юрлатăр,

Çын ташласан ташлатăр.

3. Карчăк тени пулсан пултăр сарă, вăрăм, яштака,

Киле çитсен çын пултăр.

Вырăн сарса, хывăнтарса çывраттăр,

Çавна çитес çын та çук.

4. Хура лаши, çуни, пĕкки, килхепи,

Старик, кÿл-ха лашуна.

Пирĕн киле каймалла,

Сирĕн ăсатса ямалла.

Шел пулин те, Николай Васильевич паян пирĕнпе мар, виçĕ çул каялла 89 çула 3 кун çитеймесĕр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Паянхи кун Анна Петровна мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе Пантьăк ялĕнче пурăнать. Çулĕсене пăхмасăрах кинемейĕн ăс-тăнпа куç çивĕчлĕхĕ те чакман-ха, хăлхи япăхрах илтни кăна чăрмав кÿркелет. Çĕмĕрле хулинче пурăнакан упăшкин хĕрĕ Ольга çемйипе килсе пулăшсах тăрать. Паян кинемей 90 çулхи юбилейне тăванĕсемпе кĕрекере паллă тăвать, çав ятпа эпир те ăна ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Г.Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика