03 февраля 2014 г.
Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров федерацин территори тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Кун йĕркинче – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ялан тĕрĕслевре тытакан ыйтусем. Вĕсем – вырăнти ĕç тăвакан власть органĕсем территорири ĕçтешсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси. Пĕлтĕр ведомствăсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелес тата координацилес, тĕрĕслесе тата сăнаса тăрас ĕç, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнас, саккунлăхпа йĕркелĕх, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата информаци уçлăхĕн ыйтăвĕсемпе 11 лару ирттернĕ. "Халăх власть тытăмĕсене ытларах шанма тытăнни – лайăх палăрăм. Çынсен çырăвĕсен тата йышăнăва килнисен шучĕпе эпир округра улттăмĕш вырăн йышăнатпăр, вĕсем хускатакан ыйтусене татса парассипе – виççĕмĕш. Ку – ырă кăтарту, – тенĕ ларура тĕп инспектор. – Çавăнпа пĕрлех кăçал пирĕн Владимир Путинăн 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи пуçарусене пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлемелле".
Сăмах çавăн пекех Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен те пулнă. Пĕтĕмлетÿре регион влаçĕсем ку енĕпе хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланине палăртнă. Республика округри общество пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçлет. Чăваш Ен кăçал 10 проектран 8-шне хутшăнать.
Канашлура инфекци чирĕсене анлă сарăлма парас мар тесе профилактика мероприятийĕ ытларах ирттерме, çакăншăн яваплă çынсенчен çирĕпрех ыйтма йышăннă.
А.СТЕПНОВ.