АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăна хутшăнманшăн – "тăваттă" паллă

05 февраля 2014 г.

– Анне, мана укçа кирлĕ! – терĕ районти пĕр шкулта вĕренекен ачам.

– Мĕн тума?

– "Русский медвежонок", "Золотое руно", "Британский бульдог", "Кенгуру", "Инфознайка", "Чĕвĕлти чĕкеç"...

Район хаçатне вулаканăн шкулта вĕренекен ачи-пăчи çук пулсан, вăл çак сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнланмарĕ те пулĕ. Çаксем пурте – хальхи вăхăтра шкулсенче иртекен тĕрĕслевсен ячĕсем. Вĕсем пурте республика, çĕр-шыв, тĕнче шайĕнче иртекен вăйă-конкурссем, тестсем – пĕр сăмахпа каласан, олимпиадăсем, шутланаççĕ.

Ку олимпиадăсене хутшăнас текенсен укçа кăларса хума тивет, мĕншĕн тесен вĕсем пурте тÿлевлĕ. Хăшĕ 50 тенкĕ тăрать, хăшĕ – 100 тенкĕ... Йĕркелекенсен шучĕпе, çак олимпиадăсене хутшăнасси – ирĕклĕ пулăм. Хăш шкул ачи хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ предметпа тĕрĕслесе пăхас тет, çав хутшăнма пултарать.

Анчах та чăнлăх пачах урăхла. Пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсене çак олимпиадăсене çине тăрса хутшăнтараççĕ. Ачисенне те, ашшĕ-амăшĕнне те кăмăлне шута илмеççĕ – укçа-тенкĕ пур-и, çук-и, шкул ачи çак предметпа пĕлĕвне тĕрĕслесшĕнех-и – учительсене çакă пĕрре те хумхантармасть. Олимпиада ыйтăвĕсене киле те парса яраççĕ, вĕсене тĕрĕссипе кам хуравлани те пĕлтерĕшлĕ мар – хуть ашшĕ-амăшĕ хуравлатăр, хуть кÿршĕре пурăнакан академик. Ача палăртнă вăхăтра хуравĕсене шкула илсе килтĕр кăна. Хăш-пĕр шкулта учительсем çак олимпиадăсене хутшăнма тархасласа шкул ачисем хыççăн чупса çÿреççĕ тенине те пĕрре кăна мар илтнĕ.

Мĕншĕн çапла пулса иртет-ха? Хăйсен вĕренекенĕсене çакăн пек конкурссене хутшăнтарни учительсемшĕн усăллă иккен, çавăнпа çине тăраççĕ те. Ашшĕ-амăшĕ вара çак тÿлевлĕ олимпиадăсем валли укçи-тенкине мĕншĕн парать-ши? Ачасенчен ирĕксĕрлесе укçа пуçтарма юраманнине эпир пурте тахçанах пĕлетпĕр-çке?

Сăлтавĕсене те пурте ăнланатпăр: вĕрентекенпе шкул ачи хушшинчи хутшăнусене пăсас, ачана лартса паракан паллăсене пĕчĕклетес килмест. Çавăнпах тем тĕрлĕ "бульдогсемпе" "кенгурусемшĕн" çулсерен "кĕмĕл" пухнăшăн кăмăлсăрлансан та укçа паратпăрах.

... Çÿлерех çырни патне таврăнар-ха. "Каллех хутшăнмалла-и вара çав олимпиадăсене..." – текелерĕм те каланă суммăна кăларса патăм. Мĕн тăвас тетĕн? Çав 100-150 тенкĕшĕнех ачана вăрçтарас килмест-çке (тепĕр тесен, 100 тенкине те никам та çÿлтен ахаль пăрахса памасть-ха та...)

Тем вăхăтран каллех çак ыйтупах аптăратрĕ манăн шкул ачи. Хальхинче 100 тенкĕ тÿлемелли çинчен калакан квитанцине те килех парса янă вĕрентекен. Манăн "наука асапне куракан" ачам олимпиадăн киле парса янă ыйтăвĕсене шĕкĕлчеме ларчĕ. Эпĕ вара шăла çыртрăм та квитанцие илсе Перекет банкне тÿлеме тухса утрăм. Кунта терминалтан та, кассăран та хайхи квитанципе тÿлеве йышăнмарĕç. Банкри темиçе специалист та тÿлеве яма хăтланса пăхрĕ – май килмерĕ. Çакна пулах олимпиадăн хатĕр хуравĕсене те кирлĕ çĕре ярса параймарăмăр. Чĕрĕк вĕçĕнче вара ман ачана çак предметпа "тăваттă" паллă лартса панине пĕлтĕм. "100 тенкĕ тÿлесе олимпиада хуравĕсене ярса панă пулсан "пиллĕк" пулатчĕ", – теме çеç пултарчĕ ачам...

Çакна кăна ăнланмастăп: енчен те вĕренекен "пиллĕклĕх" пĕлмест пулсан, олимпиадăна хутшăннă тесе мĕншĕн-ха ăна çак паллăна лартса памалла? Тивĕçех-ши вăл çакна? Çапла майпа шкултанах ачасем тĕрĕсмарлăха хăнăхса пымаççĕ-и вара? Палăртнине вăй хумасăр, тар тăкмасăр, чееленсе, улталаса пурнăçлама май пулнине хăнăхмаççĕ-ши кун пек вĕренекенсем;

Алина ИТТИ.

Автортан: Материала пичете хатĕрлесе çитернĕ хыççăн Мускаври пĕр шкулта вĕренекен географи учительне тата полици ĕçченне персе пăрахни çинчен пĕлтĕмĕр. Малтанласа палăртнă тăрăх, 10-мĕш класс ачи хăйне "тăваттă" лартса панăшăн тунă иккен çак хăрушă ĕçе. Çак синкере кура, эпĕ çырнă материал питĕ тавлашуллă пулса тухни куç кĕрет. Пирĕн çĕр-шывра ачасен пĕлĕвне хакламалли тытăм çапларах пулса кайрĕ-ши, е ачисем пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма пуçларĕç-ши? Темĕнле пулсан та, кунта шухăшламалли нумай, ачасене вара ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенсен те, обществăн та тимлĕх ытларах уйăрмалла пулĕ. Хамăн материала эпĕ кама та пулин кÿрентерес тесе мар, ачасене тĕрĕс воспитанипе пĕлÿ парас ахаль те çăмăл мар ĕçе татах та вăйлатмалли çинчен шухăшласа çыртăм. Енчен те сирĕн çакăн пирки калас кăмăл пур пулсан, редакцине çырса пĕлтерĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика