05 февраля 2014 г.
"Хĕрÿ. Хĕллехи. Санăн"
Çак девизпа иртеççĕ февралĕн 7-23-мĕшĕсенче Сочире
XXII хĕллехи Олимп вăййисем.
Паянхи пек астăватăп – çичĕ çул каялла, 2007 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче, 2014 çулхи хĕллехи Олимп вăййисем ăçта иртесси пирки сасăлав пулчĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем еплерех пулнине çĕрле телевизорпа тÿрĕ эфирта кăтартрĕç те – ыйха татса пăхрăм, Сочи хули çĕнтернине пĕлсен чунтан савăнтăм...
Çичĕ çул çичĕ кун пек иртсе кайрĕ – тепĕр икĕ кунтан Хура тинĕс хĕрринче тăватă çулта пĕрре пулакан тĕнче шайĕнчи ăмăртусем пуçланаççĕ.
Мĕнле уçăлать?
Олимпиада уçăлнипе çыхăннă мероприятисем виçĕ лапамра иртĕç. Сценари тăхăр тапхăртан тăрать. Олимпиадăна уçнă çĕре 2,5 пин ытла çын хутшăнĕ. Ыттине йĕркелÿçĕсем хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ.
Церемоние Пĕрремĕш каналпа кăтартнă чух Кирилл Набутовпа Анатолий Максимов ăнлантарса пырĕç, "Россия-1" каналпа – Дмитрий Губерниевпа Анастасия Чернобровина.
Ăçта тата камсем ăмăртаççĕ?
Ăмăртусем курорт хулин икĕ паллă вырăнĕнче – Олимп паркĕнче тата Хĕрлĕ Уçланкăра (Красная Поляна) иртĕç. Хĕллехи Олимп вăййисен программинче 15 спорт дисциплинине пĕрлештернĕ 7 спорт тĕсĕ – йĕлтĕр (йĕлтĕрпе чупасси, ту йĕлтĕр спорчĕ, йĕлтĕрпе икĕ енлĕ ăмăртни, йĕлтĕрпе трамплин çинчен сикни, фристайл, сноуборд), коньки (конькипе хăвăрт чупасси, шорт-трек, конькипе эрешлесе ярăнни), бобслей (бобслей, скелетон), биатлон, керлинг, çуна спорчĕ, шайбăпа хоккейла выляни.
Кăсăклă:
80 çĕр-шывран килсе çитнĕ спортсменсем хушшинче Ванесса Мэй, тĕнчипе паллă сĕрме купăсçă, пулĕ, вăл ту йĕлтĕр спортĕнче Олимп медальне çĕнсе илессишĕн тупăшĕ.
Ту йĕлтĕр спортĕнчех Мексикăшăн тухакан Хубертус фон Гогенлоэ вара – нимĕç принцĕ, бизнесмен, юрăç, фотограф тата ту йĕлтĕрçи. Сăмах май, çак кунсенче Хубертус 55 çул тултарнă.
Америкăшăн сноуборд енĕпе тупăшакан Шон Роджер Уайта вара пур Çурçĕр Америка та "вĕçекен помидор" ятпа пĕлет. 27 çулхи хĕрлĕ çÿçлĕ спортсмен кетчуп та рекламăланă иккен. Чи тĕлĕнмелли – ача чухне Шон чĕре çинче икĕ хут операци тÿссе ирттернĕ, анчах та çакă ăна икĕ хутчен (2006 тата 2010 çулсенче) хĕллехи Олимп чемпионĕ пулма чăрмантарман.
Чăвашран кам каять?
Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче вара – 223 спортсмен, вĕсенчен пĕри – Чăваш Ен пики Елена Муратова, вăл фристайл енĕпе ăмăртĕ.
Çавăн пекех республикăран шурă Олимпиадăна 300 яхăн çынран тăракан делегаци кайĕ. Олимп вăййисен пĕр символне – мулкача – ÿкерекен чăваш хĕрĕ Сильвия Петрова та Сочие çитсе курĕ.
Районтан камсем каяççĕ?
Райадминистрацин вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районтан Сочире иртекен Олимп вăййисене курма Çĕн Атикасси шкулĕн физкультура учителĕ Светлана Петрейкина тата унăн ывăлĕ Андрей кайĕç. Вĕсем унта хоккей вăййине курĕç.
Аса илтеретпĕр, 2013 çулта районта иртнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту вăхăтĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов районти чи пултаруллă тренерпа çамрăк спортсмена Олимп вăййисене кайма пулăшасса шантарнăччĕ. Депутат хăйĕн сăмахне тытрĕ – Светланăпа Андрей Петрейкинсем февралĕн 12-мĕшĕнче çула тухĕç.
Мĕнех, эпир вара, спорт историнче пулса иртекен паллă мероприятие кайса курма май тупайманнисем, эрне кун, февралĕн 7-мĕшĕнче, 20 сехет те 14 минутра сенкер экрансем умне пухăнар та Олимпиадăна уçнă церемоние курса савăнар, унтан ăмăртусене пăхса хамăр спортсменсемшĕн хумханар.
А.КАРПОВА хатĕрленĕ.