АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул – сахал-и вăл, нумай-и?

05 февраля 2014 г.

"Манăн çулсем – манăн пуянлăх", – теççĕ. Çак сăмахсене калама пултаракан вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсем районта чылай пулни савăнтарать. Ырă йăлапа вĕсене сумлă юбилейĕсем ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвĕпе саламлаççĕ.

"Хускални чире çĕнтерме пулăшать"

Çапла калать Атнарта пурăнакан, февралĕн 3-мĕшĕнче 90 çул тултарнă Мария Савельева. Сумлă çулĕсене кура мар вăр-вар хĕрарăм утă çине те хутшăнать иккен, пĕлтĕрччен курăк та çулса пухнă. Кил тĕрĕшри ĕçсене те тăвать Мария Семеновна, ĕне пăхать, тислĕк тасатать. Çывăх çыннисене те çапла калать: "Мĕн чухлĕ ытларах хускану тăватăн, çавăн чухлĕ сахалрах чирлетĕн".

Мария Савельева – салтак арăмĕ, тыл ĕçченĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă, фермăра, уйра тăрăшнă. Хăрушă вăрçă çулĕсенче лăш курми тар тăкнăшăн "Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пилĕк ачине ура çине тăратнă хĕрарăм нушине, йывăрлăхне сахал мар курнă пулĕ, анчах халĕччен те никама та усал сунман, никампа та вăрçса-ятлаçса курман. Çавăнпах Турă хăйне вăрăм ĕмĕр панă тесе шутлать Мария Семеновна.

Кăмăл-туйăм хастарлăхне çухатман

Ишеккасси ялĕнче пурăнакан Анна Петрова та çак кунсенче 90 çул тултарнă. Унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман, анчах та йывăрлăхсене çĕнтерсе ĕçленĕ, ачисене ура çине тăратма тăрăшнă. Паян Анна Андреевна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать, ултă мăнукĕпе сакăр кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.

Вăрçă нушине самаях тÿснĕ ватă – ял çывăхĕнче окопсем те чавнă. Вăрçă хыççăн колхозра, кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ, çипрен шăтăк-шăтăк хутаç (сетка) çыхнă.

Йывăрлăхсене парăнтарса пурăнма тивнĕ пулин те Анна Андреевна паян та кăмăл-туйăм хастарлăхне çухатман. Вăл телевизорпа тĕрлĕ передачăсем курма, район хаçатне вулама кăмăллать.

Хисеплĕ ватăсене татах та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика