10 февраля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕпе Марк Шмулевичпа тĕл пулнă.
ЧР Пуçлăхĕ министр çумне республикăра яллă вырăнта пурăнакансене Интернет сечĕпе çыхăнтарас тĕллеве икĕ çулта татса панине, сотовăй çыхăнупа территорин 97-98 процентне тивĕçтернине пĕлтернĕ.
Марк Шмулевич нумаях пулмасть алă пуснă саккун пирки пĕлтернĕ, унпа килĕшÿллĕн 250-ран пуçласа 10 пин çын таран пурăнакан пунктсене оптика сечĕсемпе çыхăнтарĕç, ку Чăваш Енре информаци технологийĕсен малашнехи аталанăвĕ валли тивĕçлĕ инфратытăм туса хума май парĕ.
– Пирĕн пĕлÿ паракан 500-е яхăн шкул, 1720 ытла ял-поселок, вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак категорие лекет", – палăртнă Михаил Игнатьев.
А.ДМИТРИЕВА.