10 февраля 2014 г.
Январĕн 25-мĕшĕнче тухнă район хаçатĕнче "Йĕлтĕр йĕрĕ – пурнăç çулĕ" материал пичетленнĕ хыççăн Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Виталий Музяковран хурав илтĕмĕр:
"Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсене укçапа кунта миçе çын пурăннине кура тивĕçтернĕрен эпир, укçа-тенкĕ сахал пулнăран, вырăнти çулсене пăхса тăма та ялсенче миçе çын пурăннине кура уйăратпăр. Пантьăк ял тăрăхĕнчи çулсене пăхса тăма уйăрнă 193300 тенкĕрен Лоба ялĕнчи çулсем валли 1217 тенкĕ тивет. Çакă çуллахи пушар тухас хăрушă вăхăтра çул айккисене курăкран çулса тăма та çитмест. Çулсене тăтăшах тасатас тесен спонсорсем тупмалла.
Çавăн пек килсе тухнă – Лоба ялне пыракан çул айккипе йывăçсем лартман, юр çуса е тăман вĕçтерсе çулсене тултарсан тасатма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çул хĕррипе халь тин йывăçсем лартма та май çук – 1994 çулта ял хуçалăх çĕрĕсене тепĕр хут пайласа илнĕ чух çак йывăçсене лартма çĕр уйăрса хăварман.
Çÿлерех асăннă йывăрлăхсене кура Лоба ялĕнче пурăнакансене ветерансен çурчĕсенче хĕл каçма та сĕнсе пăхрăмăр, анчах та вĕсем килĕшмерĕç. Ялта икĕ хуçалăхра ĕне тытаççĕ, хуçисем сĕтпе ыттисене те тивĕçтереççĕ.
Хĕллехи вăхăтра хамăр тăрăхри ялсенчи çулсене пăхса тăма уйăрнă укçана перекетлеме май килсен Хирлÿкасси ялĕнче кĕпер тăвăпăр – ун тăрăх Лоба ялне тăпраллă çул выртать".