10 февраля 2014 г.
Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç йĕрĕ: пĕрисем çак çут тĕнчене çынсене сыватма, теприсем ял хуçалăхне, промышленноçа аталантарма, виççĕмĕшĕсем вара Тăван çĕр-шыв чысне хÿтĕлеме çуралнă. Шăпах çак пурнăçăн анлă çулĕ çинче ача-пăчапа вĕрентекен тĕл пулать, пĕлÿ тĕнчипе, кашнинех вĕренÿ предмечĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарать.
Манăн сăмахăм Питĕркассинчи вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Людмила Николаевна Ермолаева çинчен пырĕ. Вăл 1959 çулхи январь уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай ялĕнче çĕр ĕçченĕн çемйинче çуралнă. Ялти ытти çамрăк пекех, ваттисем калашле, утма пуçличченех ĕçе кÿлĕннĕ. Амăшĕпе пĕрле пахча çимĕç ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, пушă вăхăтра выляма-кулма та вăхăт çитернĕ. Çамрăк чух ăна тухтăр ĕçĕ килĕшнĕ, анчах та пурнăç шăпи урăхла килсе тухнă. 1976 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр Серенкассинчи вăтам шкулта икĕ çул хушши аслă вожатăйра ĕçленĕ, ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ, похода çÿренĕ, тăван тавралăх илемне курма-туйма вĕрентнĕ.
Çамрăк вĕрентекенĕн малаллахи пурнăçĕ вара Питĕркассинчи вăтам шкулпа тачă çыхăннă. Кунта вăл воспитательте, химипе биологи учителĕнче тăрăшать, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетĕнче вĕренет.
Паянхи кун та Людмила Николаевна çак шкултах вăй хурать. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать, педагогика стажĕ – 35 çул.
Л.Н.Ермолаева – хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă çын. Кашни уроках тарăн шухăшлă ирттерме тăрăшать, çавăнпа та унăн урокĕсене вĕренекенсем савăнсах çÿреççĕ, вĕсем шкул, район тата республикăпа Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсенче, конкурссенче сумлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕтĕм Раççейĕпе иртекен экологи, биологи, хими тата технологи предмечĕсемпе хутшăннă олимпиадăсенче педагогăн пилĕк çĕнтерÿçĕ, 23 призер. Çак çитĕнÿсемпе пултаруллă вĕрентекен лăпланса лармасть, ачасене малалла аталантармалли çĕнĕ проектсене хутшăнать.
Педагог шкул çумĕнчи опытлă участок çинче чылай çул хушши ачасене çĕр-аннемĕре наука вĕрентнĕ пек пăхса тăма, пысăк тухăç илме вĕрентет. Шкулăн чечек клумбисем те илемĕпе аякранах куçа илĕртеççĕ.
Людмила Николаевна – Питĕркасси шкулĕнчи учительсен профком председателĕ, коллективпа тачă çыхăнса ĕçлет. Вăл районта иртекен культурăпа тата спортпа çыхăннă мероприятисене ĕçтешĕсене пурне те явăçтарма тăрăшать, пур çын валли те ăшă сăмах тупма пултарать.
Мăшăрĕпе, Андрей Михайловичпа, пĕр хĕр ÿстереççĕ. Оксана Чулхулара право академийĕнче пĕлĕвне ÿстерет.
Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ пама вăй-хăватпа чăтăмлăх сахал мар кирлĕ, çавăнпа та Людмила Николаевнăна сывлăхпа ăнăçу сунас килет.
Н.КУРОПАТКИНА, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ студенчĕ.