АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм çын пурнăçне те шеллемест

10 февраля 2014 г.

"Пушар кăтартать тип шар", – тенине пĕрре мар илтнĕ. Вут-çулăм вăрă-хурахран та хăрушăрах пулнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр, анчах та асăрханулăх пирки манатпăр. Çавна пула пушарĕсем те сахал мар тухаççĕ. Сăмах май, кăçал февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 6 пушар пулнă, вĕсенче икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Калас пулать, пушарсен хисепĕ самаях ÿсни палăрать. Ытларах чухне кăмака юсавсăррипе, чĕлĕм туртнă чух асăрхануллă пулманнипе, электричество приборĕсемпе усă курнă чух тимлĕхе çухатнипе вут-çулăм алхасать. Ÿсĕр пулни те чылай пушар сăлтавĕ пулса тăрать.

Çак кунсенче кĕске хушăрах икĕ пушар пулнă. Февралĕн 5-мĕшĕнче ирхи 8 сехет те 33 минутра пушар хурал чаçне Хĕрлĕ Чутай салин Гагарин урамĕнчи икĕ хваттерлĕ йывăç çурт çунни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вут-çулăма парăнтарма 4 пушар машини хутшăннă. Палăртнă тăрăх пĕччен пурăнакан кил хуçи хĕрарăмĕ (1962 çулхи) кил-çурта ăшăтас тĕллевпе электроплитапа усă курнă. Пушарта пÿрт ăш чикки хытах сиенленнĕ. Шел те, вут-çулăма пула кил хуçин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Февралĕн 6-мĕшĕнче вара ирхи 5 сехет те 20 минутра Атнарта тума пуçланă пурăнма куçман çурт çунни пирки пĕлтернĕ. Унăн çи виттийĕ те пулнă. Пушар сăлтавне тĕпчеççĕ-ха.

Кашнинчех тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттаратпăр пулин те, ку хутĕнче те каласа хăварни ытлашши пулмĕ. Хисеплĕ район çыннисем, юсавсăр кăмакасемпе, электрооборудованипе усă ан курăр. Кивĕ электропралуксене те вăхăтрах çĕнетме тăрăшăр. Хăвăр тĕллĕн ăсталанă хатĕрсемпе кил-çурта ан ăшăтăр. Хутнă кăмакасене те тимлĕхсĕр ан хăварăр. Ачасем шăрпăкпа вылясран асăрханăр, шăрпăксене ачасем çăмăллăнах илме пултаракан вырăна ан хурăр. "Маларах сыхланнине нимĕн те çитмест", – тенине яланах асра тытăр.

Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, тăхтаса тăмасăр 01 е сотовăй телефонсенчен 112 номерпе шăнкăравлăр, тĕплĕ информаци (хăш ялта, камăн мĕн çуннине, информацие кам пĕлтернине) пама тăрăшăр. Кун пек чухне кашни çеккунт хаклă пулнине ан манăр. Инкек пирки оперативлă пĕлтернинчен пурлăхпа мула сыхласа хăварасси кăна мар, çын пурнăçне çăлса хăварасси те килнине асра тытăр.

А.ЯРАБАЕВ, районти пушар хурал чаçĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика