10 февраля 2014 г.
Нумай ачаллă çемьесене вара – ача 6 çул тултаричченех
Саккунпа килĕшÿллĕн, виçĕ çул тултарман пур ачана та, нумай ачаллисенче – 6 çул тултариччен, амбулаториллĕ майпа сывалнă чух, эмелсене ятарлă рецептсемпе тÿлевсĕр памалла.
Анчах та çакăн пирки пур амăшĕ те пĕлмест, тухтăрсем вара яланах каламаççĕ.
Амăшĕсен шухăшĕ
Çакăн пирки хаçатра çыриччен чи малтанах амăшĕсемпе калаçса пăхас терĕм – пирĕн районта пĕчĕккисене сыватнă чух тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ-и? "Эсир пепкĕрсем чирлесен район больницинчен тÿлевсĕр эмелсем ыйтса пăхнă-и? Пачĕç-и сире çав эмелсене, сире тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă куратăр-и?" – ыйтрăм эпĕ темиçе амăшĕнчен те. Акă мĕнлерех хуравсем илтĕм:
Ирина, виçĕ ача амăшĕ, кĕçĕнни çулталăкра: "Усă куратăп. Анчах та яланах мар. Час-часах вĕсен эмел çук. Ун пек чух хамах туянатăп. Тÿлевсĕр эмелсен переченĕ те пур, çакна пĕлетĕп".
Надежда, виçĕ ача амăшĕ, кĕçĕнни иккĕ тултарать: "Ыйтмастăп та, çавах памаççĕ. Тахçан ыйтса курнăччĕ – тÿлевсĕр эмелсем валли укçа куçарман терĕç..."
Алена, виçĕ ача амăшĕ, кĕçĕнни çулталăкра: "Ку – питĕ тăсса янă ĕç, йăлăхтармăш япала. Кĕçĕнни чирлесен усă кураймарăм эпĕ ку çăмăллăхпа. Асли пĕчĕк чух тÿлевсĕр эмел илсе курнăччĕ те, кĕçĕнни чирлесен ыйтрăм та – вĕсен компьютерĕ час ĕçлесе каяймасть иккен, пĕр сехет хушши кĕттерсе ларчĕç, рецептне çырса парсан аптекăна кайрăм та, çырса панă хаклă эмелĕ çук тесе йÿннине сĕнчĕç. Хаклине эрне е уйăх кĕтмеллине пĕлтерчĕç, хамăнах тÿлесе илме тиврĕ вара..."
Галина, виçĕ уйăхри пĕр ача амăшĕ: "Тÿлевсĕр эмелсемпе усă курма май пулни çинчен пĕлмен те эпĕ. Эмелсен переченĕпе паллашсан лайăхчĕ".
Тухтăрсен шухăшĕ
Малалла кун пирки район больницин ĕçченĕсемпе калаçса пăхрăм.
"Тÿлевсĕр эмелсем валли укçа сахал килет, уйăрнă суммăран ытларах пайне эпилепсипе, бронх астмипе чирлекен ачасене уйăрма тивет. Çак чирсенчен сывалмалли эмелсем питĕ хаклă, темиçе пин тенкĕ тăраççĕ", – терĕ Елена Матвеева педиатр.
Тĕп врач çумĕ Людмила Кчеткова тÿлевсĕр эмелсем пирки сăмах пуçарсан питĕ нумай цифра та пачĕ. Вăл каланă "пинсемпе" "миллионсем" тÿлевсĕр эмелсене тивĕçекен пур çăмăллăхçăсене те пырса тивнĕрен вулакан пуçне вĕсемпе минретес мар терĕм. Виçĕ çул тултарман ачасем пирки вара Людмила Кузьминична çапла каларĕ: "Тÿлевсĕр эмелсене камсем тивĕçеççĕ – çавсене пурне те паратпăр. Ку енĕпе ятарлă стандартсемпе усă куратпăр. Пирĕн пата эмелсем педиатрсем панă саккассемпе килеççĕ. Çав саккассене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче тĕрĕслесе çирĕплетеççĕ. Ачана сыватакан тухтăрсем çырса панă рецептсемпе аптекăра эмелсене тÿрех параймасан та темиçе кунтан вĕсем пулаççĕ.
Тÿлевсĕр эмелсен переченĕ пысăк, ачана сывалма кирли унта пур пулсан педиатрсене çырса пама хушатпăр. Анчах та кунта çакă пĕлтерĕшлĕ – тÿлевсĕр эмелсене амăшĕн кăмăлне кура мар, педиатр çырса панă тăрăх параççĕ.
Манăн шутпа, ачисем çинчен шухăшлакан амăшĕсем çеç пепкисем чирлесен больницăна килеççĕ, шухăшламаннисем килмеççĕ те, рецептсем те ыйтмаççĕ..."
Ачи макăрмасан...
2013 çулта районти 3 çул (нумай ачаллисенче – 6 çул) тултарман миçе ачана тÿлевсĕр рецептпа эмелпе тивĕçтернине пĕлме Хĕрлĕ Чутай салинчи 23-мĕш номерлĕ аптекăна çул тытрăм. Унăн ертÿçи Альбина Шурбя пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр 3 çул тултарман ачасем валли 212 çынна 658 рецепт панă (115 пине яхăн тенкĕлĕх), 6 çул тултарманнисене – 10 çынна 23 рецепт (4 пин тенкĕлĕх).
Тÿлевсĕр эмелсен переченĕпе вара мана тĕрлĕ сăлтавсем тупса никам та паллаштарасшăн пулмарĕ – вăл питĕ пысăк терĕç çеç. Интернетра кун пек эмелсен переченьне тупма пулать, анчах та вăл пирĕн республикăрипе килĕшсе тăнине татса калама пултараймастăп. Çакă çеç паллă – çав эмелсен списокĕнче витаминсем çук.
Материала пичете хатĕрленĕ май палланă пĕр хĕрарăм виçĕ çул тултарман ачи чирленĕрен унпа район больницине кайнине пĕлтĕм. Тÿлевсĕр эмелсем пирки вăл пĕлет, çавăнпа та эпĕ: "Ача тухтăрĕнчен тÿлевсĕр рецепт ыйтрăн-и?" – терĕм. "Ыйтма та хăрарăм, те совесть çитмерĕ... Тата, тухтăр çырса панă эмелĕсенчен пĕри ахаль те килте пурччĕ те..." – пулчĕ хурав.
Мĕнех, "ачи макăрмасан амăшĕ чĕчĕ памасть" тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ халăхра. Амăшĕсем тÿлевсĕр эмелсем ыйтмаççĕ, тухтăрĕсем сĕнмеççĕ. Çапла пурăнатпăр та.
АСРА ТЫТМА
Саккунпа килĕшÿллĕн, тÿлевсĕр рецептпа памалли эмелсен переченьне кашни регион хăй йышăнать. Унта педиатрсем ытларах чухне сĕнекен эмелсем пурах. Ятарлă бланксем çине çыракан рецептсенче тухтăрăн тата больницăн пичечĕсем пулмалла. Енчен те сирĕн пепкĕре сывалма палăртнă эмел тÿлевсĕррисен списокĕнче пур пулсан, тухтăртан ăна ыйтма ан вăтанăр. Тухтăр çăмăллăхсем пирки "пĕлмест" пулсан, е унăн тÿлевсĕр эмелсен переченĕ "çук"-тăк, е рецептсем "пĕтнĕ"-тăк – больницăн администрацине (тĕп врач е унăн çумĕ патне) кайăр. Унта та пулăшаймасан – хăвăрăн медицина страхлав компанине е Раççей сывлăх асăрхавне (надзорне) пĕлтерĕр.
А.КАРПОВА.