10 февраля 2014 г.
Чăваш Енри ялсенче пурăнакан 100 çын пуçне 1913 çулта 24,5 пуç мăйракаллă шултра выльăх тивнĕ пулсан, пĕлтĕрхи кăтарту (çулталăк вĕçне) пысăкрах, вăл 39,1-пе танлашнă. 100 çул каялла ял халăхĕ хушшинче сурăхпа качака усракансем ытларах пулнă – 63,7. Пĕлтĕрхи даннăйсемпе 100 çын пуçне 36,6 качакапа сурăх тивнĕ. Сысна усракансем вара малтанхинчен йышланнă: 1913 çулта – 11,4, 2013 çулта – 33,6 (100 çын пуçне).
Чăвашстат.