12 февраля 2014 г.
Районти полици уйрăмĕн следстви пайĕ январьте пулса иртнĕ тискер ĕç тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерет. Ку инкек кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнче пулнă. 12 сехет те 30 минут тĕлне Ваçкаçырми çынни хăйĕн килĕнче пĕр ялтах пурăнакан арçынпа эрех ĕçсе ларнă, хайхискерсем сăмах çумне сăмах хушса хирĕçсе кайнă. Кил хуçи хăнана урапа тапнă, лешĕ урайне ÿкнĕ. Унтан кил хуçи çакскере мăлатукпа, хушăран черетлесе алăпа, кĕлеткен тĕрлĕ пайне нумай хутчен çапса-чышса пĕтернĕ. Çавна май хăнан кăкăр шăммисем хуçăлнă, аллисене те хытах сиен кÿнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă çын сывлăхне пысăк сиен кÿнипе танлашать.
Асăннă "паттăр" РФ УК-н 111 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхса хунă преступление тунă. Айăплă арçынна тытса хупнă. Хăй каланă тăрăх, вăл асăннă арçынна унăн йĕм пиçиххине вăрланăшăн хĕненĕ.
Э.КОНДРАТЬЕВ, следователь.