12 февраля 2014 г.
Райхаçатра тин кăна çине-çине пушар пулни, вĕсен хисепĕ кăçал палăрмаллах ÿсни пирки çыртăмăр. Черетлĕ инкек февралĕн 10-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырми ялĕнче пулса иртнĕ. Районти пушар хурал чаçĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Ленин урамĕнче пурăнакан А.А.Кутузкинăн (1955 çулта çуралнă) йывăç пÿрчĕ çунса кайнă. Инкек сиксе тухнă вăхăтра вăл Мускавра шапашкăра пулнă. Вут-çулăм вара кил хуçин мăшăрĕн (1958ç.) тата пĕртăванĕн ывăлĕн (1979ç.) пурнăçĕсене ним шелсĕр татнă. Пушар сăлтавĕ – хутса ăшăтмалли кăмакапа усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.
Кил-çурта Кутузкинсем кăмака хутса ăшăтса пурăннă. Ял çыннисем каланă тăрăх, шартлама сивĕсенче кунне темиçе хутчен те вут хутнă вĕсем. Шăпах çак кунхине кил хуçи хĕрарăмне 15 сехет иртсен кил еннелле ÿсĕр утнине курнă. Пĕртăванĕн ывăлĕ те укçа ĕçлесе килсен ытларах чухне кунта пурăннă иккен.
Н.ПЕТРОВА.