АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çил, хĕвел тата каяшсем çинче "укçа тума" вĕренеççĕ

12 февраля 2014 г.

2013 çулхи декабрьте Европа союзĕ энерги перекетлемелли проекта хута янине пĕлтернĕ. Проектра ял хуçалăх тата пулă промышленноçĕсен каяшĕсене усă курĕç. Европăран калорисемпе ватсене ĕçлеттерекен çĕнĕ çăл куçсене усă курма пуçлани пирки хыпар тăтăшах килет. Раççей те хĕвел анăçри кÿршĕсенчен юлмасть – юлашки вăхăтра альтернативлă энергетикăра çитĕнÿсем кăтартать.

Тĕслĕхрен, пĕлтĕр "Ростех" корпораци программăна "симĕс" теплостанцисен проектне кĕртме сĕннĕ. Вăл йăлари хытă каяшсене усă курнипе çыхăннă. 2020 çул тĕлне Раççейре кун пек 30 завод туса лартма пултараççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 700 ытла мегаватт пулĕ.

Паянхи кун предприятисем каяшсене утилизацилени энергие перекетлеме пулăшнине туйса илнĕ. Тĕслĕхрен, Белгород облаçĕнчи "Лучки" биогаз станцийĕ кăшман тата ытти ял хуçалăх каяшĕсенчен ăшăпа çутă, биоудобрени туса кăларать. Асăннă регионта кăна çулсерен 1,6 млн ытла тонна кăшман каяшĕ тухать, тĕрĕссипе, тÿлевсĕр топливо.

Çил те, хĕвел те, çĕр те энерги çăл куçĕ пулаяççĕ. Пирĕн çĕр-шыври сивĕ климат та хĕвелтен ăшăпа çутă илме чăрмантармĕ. Акă "Столково" инноваци центрĕнче те çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Гиперкуб çуртăн малти енне фотоэлектричество модулĕсене вырнаçтарнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 11кВт-па танлашать. Хĕвел энергине улшăнакан тока куçарма Danfoss инвенторсемпе усă кураççĕ.

2013 çулта, çуркунне, асăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ "Хĕвел" компани специалисчĕсем тытăм мониторингне тунă. Энерги ĕçлесе туни кĕтнĕ кăтартуран икĕ хут пысăкрах пулнă. Çавăн пекех Анапăри чукун çул вокзалĕн çурчĕ çинче те фотоэлектричество оборудованийĕ вырнаçтарнă. Çулталăк хушшинче вăл 1,5 млн тенкĕлĕх энерги перекетленĕ. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр çул хушшинче проект хăйĕн хакне кăларĕ.

"Симĕс" объектсене хăпартассипе уйрăм инвесторсем те тимлеççĕ. Акă Архангельск облаçĕнче, Шурă тинĕс хĕрринче, çил паркĕ тума планлаççĕ. Унти генератор хатĕрĕсен пирвайхи хăватлăхĕ 15-200 МВт-па танлашĕ. Çак энерги 100 пин çынран тăракан хулана çитĕ. Проект 16 млн тенке ларĕ, хăйĕн хакне 15 çул хушшинче кăларĕ. Специалистсем шутланă тăрăх, Раççейре çил энергетикин техника потенциалĕ çулталăкне сехетре 6200 млрд кВт-па танлашать.

Çитес çулсенче нефть, газ тата кăмрăк хакланнă май альтернативлă энерги тĕсĕсем татах та вăй илĕç. Вĕсемпе пур çĕрте те усă курма пулать. Çил, хĕвел тата каяшсем çинче "укçа тăвасси" фантастика мар ĕнтĕ – Раççейшĕн те чăнлăх.

Хушма информаци:

"Данфосс" компани энерги перекетлемелли оборудовани туса кăларать. Холодильник оборудованийĕн, ăшă автоматикин, привод техникин рынокĕнче малта пырать. Раççей рынокĕнче унăн пайĕ 35 процентпа танлашать. Паянхи кун компанин Раççей тата Белорусь территорийĕсенче 22 представительстви ĕçлет. Раççей представительстви 1993 çулта йĕркеленнĕ. 2007 çулта Мускав облаçĕнчи Истринск районĕнче "Данфосăн" 11 пин тăваткал метр йышăнакан завочĕ уçăлнă. Предприяти çулталăкне 600 пин терморегулятор тата 100 пин шар кранĕ туса кăларать.

«Данфосс» ТЯО пресс-службин материалĕсем тăрăх А.ВАСЮКОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика