12 февраля 2014 г.
Ыран, февралĕн 13-мĕшĕнче, 18 сехетре районти Культурăпа кану центрĕнче Культура çулталăкне уçнă ятпа савăнăçлă мероприяти иртет. Унта пухăннисем тĕрлĕ куравсемпе паллашĕç, культура ĕçченĕсене наградăсем парса хисеп тăвĕç, унтан уяв концерчĕ пулĕ.
Савăнăçлă мероприятие хутшăнакан сумлă хăнасем хушшинче Чăваш Республикин Культура министерствин представителĕ тата депутатсемпе район пуçлăхĕсем пулĕç.
Хамăр инф.