12 февраля 2014 г.
16 пин ытла е 21 пине яхăн?
Çĕр-шывра миçе çын пурăннине пĕлме 10 çулта пĕрре халăх çыравне ирттереççĕ. Çакăн пек юлашки çырав 2010 çулта пулчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районта16941 çын (8056 арçынпа 8885 хĕрарăм) пурăннă.
Унтанпа шыв чылай юхрĕ те, халăх шучĕ те улшăнчĕ пулинех. Çавăнпа та паянхи кун пирĕн районта миçе çын пурăннипе кăсăклантăм.
Статистика кăтартăвĕпе 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 16294 çын пурăнни паллă. Çĕнĕрех кăтартусем халех паллă пулмаççĕ иккен кунта.
Нумаях пулмасть район больницинче пулма тÿр килчĕ. Поликлиникăн иккĕмĕш хутĕнче "Плансем тата кăтартусем" текен стендра 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта миçе çын пурăнни çинчен калакан информаци куртăм. Тĕрĕссипе, унта илсе кăтартнă цифрăсем мана тĕлĕнтерсех ячĕç – эпĕ хам та юлашки çырав кăтартăвĕсене ĕненсе районта 16 пин ытла çын çеç пурăнать теме хăнăхнă. Кунта вара районти халăх шучĕ 19190 çынпа танлашать тесе çырнă (шурă халатлисем каланă тăрăх, ку кăтартусене ялти фельдшер пункчĕсем пĕлтернине тĕпе хурса тунă).
Çак цифрăсене курсан тÿрех больницăн тĕп врачĕ Иван Игнатьев иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче район хаçатне панă интервьюра мĕн калани аса килчĕ: "...10 пин çын пуçне пĕр бригада ĕçлеме тивĕç. Районта 16,5 пин çын пурăнать пулсан, халăха васкавлă пулăшупа тивĕçтерме 1,5 бригада кирлĕ. Çавна шута илсе эпир иккĕмĕш бригадăна каçхи ĕçлеттерместпĕр..." Вăт, шутлăр-ха халĕ, хăш кăтартăвне ĕненмелле;
Тĕрĕссипе, пире те, хаçатра ĕçлекенсене, районта миçе çын пурăнни пырса тивет. ЧР Информаци политикин министерстви район хаçачĕсене районсенче миçе çын пурăннине кура мĕнле çырăнтарнине тишкерсех тăрать. Вĕсем нумаях пулмасть ярса панă кăтартусем тăрăх Хĕрлĕ Чутай районĕнче 16537 çын пурăнать.
Кашни ял тăрăхĕ панă кăтартусене хушсан вара районта пурăнакансен шучĕ 20921 çынпа танлашать.
Мĕнле пулса тухать-ха капла? Халăх шучĕн уйрăмлăхĕ ытла та пысăк-çке – тăватă пин ытла?
Статистика кăтартăвĕсемпе (е официаллă кăтартусемпе темелле-ши?) пирĕн республикăра чи сахал çын (13595) Пăрачкав районĕнче пурăнать. Ку цифрăна танлаштарма кăна илсе кăтартрăм-ха. Тен, чăннипе вĕсен те çын шучĕ урăхларах. Çапах та, районта чăннипех вăтамран 20 пин çын пурăнать пулсан, хăшĕ-пĕрисем каланă пек "районĕ те пĕтет пирĕн" тени тĕрĕс мар пулĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн районăн тĕп пуянлăхĕ вăл – халăх...
Район больницин кăтартăвĕсем тăрăх, 19190 çынран (9526 арçын, 9664 хĕрарăм):
- çулталăка çитмен ачасем – 156 (72 арçын ача, 84 хĕр ача);
- 0-14 çулхи ачасем - 2570 (1320 арçын ача, 1250 хĕр ача);
- 15-17 çулхисем – 639 (312 яш, 327 хĕр);
- 18 çултан аслăраххисем – 15981 (7894 арçын, 8087 хĕрарăм).
Ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсем (2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне):
Ачкасси: 2007 çын, Атнар: 2843, Мăн Этмен: 1437, Тралькасси: 1527, Хĕрлĕ Чутай: 5831, Пантьăк: 1754, Питĕркасси: 1288, Кив Атикасси: 1380, Хусанушкăнь: 1954, Штанаш: 900 çын. ПУРĔ: 20921 çын.
Алина ИТТИ.