17 февраля 2014 г.
Çула тухакана хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тимлекен районти ĕç комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ февралĕн 11-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери пайĕн начальникĕ Владимир Галкин, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ Сергей Ульянов, комисси членĕсем тата районти çулсене пăхса тăракан подрядчиксем хутшăннă.
Ларăва хутшăннисем иртнĕ çулта район территорийĕнче пулса иртнĕ аварисем пирки, кăçал çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрасси çинчен сăмах пуçарнă. Владимир Галкин çул-йĕр çинчи инкексен сăлтавĕсем çинче чарăнса тăнă май хĕллехи вăхăтра районти çулсем самай ансăрланни пирки каланă. Çавăн пекех ларура "Сура" автоçул хĕррипе, "Сельхозхими" патĕнчен пуçласа автозаправка патне çитиччен, тротуар тăвас ыйтăва хускатнă.
Шел те, темĕнле сăлтавсене пула район хаçачĕн корреспонденчĕсене çакăн пек ларусене чĕнмеççĕ. Çÿлерех асăннă информацие эпĕ район сайтĕнчен илтĕм. Анчах та районти çулсем çинчи лару-тăру чăннипех çăмăлах пулманран эпĕ те кун пирки хамăн шухăшăма пĕлтерес терĕм.
Машинăсем "вĕçеççĕ", ÿпĕнеççĕ...
Тÿрех калатăп, кун пирки те пире никам та официаллă информаци пама васкамасть. Çине тăрсах ыйтатпăр пулсан та. Анчах та "пăшатана михĕре пытараймăн" тенĕ пек, унта та кунта автомобильсем кутăн çаврăнса ÿкнине, темиçе машинăна пырса çапса сăтăр тунă хыççăн газ пăрăхĕ çине "хăпарса ларнине", çын ури урлă каçса кайнине районта пурăнакансем кураççех, пĕлеççех. Кун пирки Интернетра та çыраççĕ, сăн ÿкерчĕкĕсем те пур. Эпĕ хам та пĕр-ик кун каялла кăна районти пĕр ялтан тухнă чух çул айккинчи юр ăшне кутăн çаврăнса выртнă машинăна куртăм (сăн ÿкерчĕкре). Апла пулсан пирĕн тăрăхри çулсем çинче тăтăшах тĕрлĕ транспортпа çыхăннă пăтăрмахсем пулаççĕ. Мĕнле сăлтавсемпе-ши? Ытларах чухне водительсен айăпĕпе пулĕ-ха, çапах та çулсене тивĕçлĕ шайра тытса тăманни те витĕм кÿретех пуль.
Пăрлак çулсене ятарлă хутăш сапмаççĕ
Хальлĕхе çанталăк пире юр-тăманпа питех анратмарĕ-ха, çулсене юртан тасатассипе ытлашши чăрмавсемех пулмарĕç. Анчах та çулсем пăрлак пулни водительсене те, çуран çÿрекенсене те пăшăрхантарать. Район центрĕнче те, ялсене пырса кĕмелли çулсене те хăйăрпа тăварăн ятарлă хутăшне вăхăтра сапса тăманни куç кĕрет. "Подрядчиксен çак хутăш пĕтсе çитнĕ-ши, е çавăн пекех дефицит япала-ши вăл?;" – теççĕ ялсенчен тухса çÿрекен водительсем.
Автобус кĕтекен шкул ачисем çул варрине тухса тăраççĕ
Çакăн пек ÿкерчĕке те тăтăшах сăнама пулать районта – шкул ачисем ирсерен автобус кĕтсе тăнă май транспорт çÿрекен çул çинех тухса тăраççĕ. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра, мĕншĕн тесен шкул ачисене пухăнса тăма юртан тасатса ятарласа вырăн хатĕрлесе памаççĕ. Трактор тĕксе кайнă хыççăн купаланса юлнă юр купи ăшне кĕрсе тăрас килмест ĕнтĕ вĕсен те. Вăт, тăраççĕ те çул çинчех. Хĕллехи вăхăтра ирпе час çутăлмасть, çулĕсем чылай чухне пăрлак – анчах та ачасем çакна ăнлансах каймаççĕ пулас, иртен-çÿрен машинăсем хăйсем çине кĕмеççех тесе шутлаççĕ пулинех. Пур водитель те ачасем тăнă вырăнтан хăвăртлăха пĕчĕклетсе, асăрханса иртсе каймасть. Çакăн пирки ачасене ытларах ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен аса илтерсех тăмалла, çул-йĕр правилисене яланах пăхăнмаллине манма памалла мар.
Ман шутпа, шкул ачисем автобус кĕтекен вырăнсене юртан ятарласа тасатмалла. Тепĕр чухне вара эпир шкул автобусĕсем çаврăнмалли вырăнсене йĕркеллĕ тасатман тĕслĕхсемпе те тĕл пулатпăр. Çулсем япăх, пăрлак тесе шкул автобусĕсем яланах ял пуçне килменни те пулкалать. Çуранах утаççĕ вара ачасем. Çул варрипе...
Алина ИТТИ.
Пĕлтĕр çулсем çинче 5 çын вилнĕ, 25-ĕн аманнă
Республикăри тата районти çулсем çинчи лару-тăру юлашки вăхăтра актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. 2013 çулта республикăра 2046 авари пулнă, вĕсенче 253 çын пурнăçĕ татăлнă, 2600 çын суранланнă. Статистика тăрăх, вилекенсенчен 40 процентне яхăн 25 çула çитмен çамрăксем.
Çулсем çинче аварисем ан пулччăр тесе профилактика мерисем йышăнсах тăратпăр пулин те, инкексен шучĕ чакни сисĕнмест. Çулталăк хушшинче районта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăран тата транспорт хатĕрĕпе тĕрĕс мар усă курнăран виçĕ преступлени тунине регистрациленĕ. Пĕлтĕр районти çулсем çинче 19 авари пулнă, вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлнă, 25 çын суранланнă. Урă мар водительсен айăпĕпе пĕлтĕр тăватă çул-йĕр инкекĕ пулнине регистрациленĕ. Çуран çÿрекенсен айăпĕпе те инкексем пулаççĕ – пĕлтĕр кун пек пилĕк тĕслĕхе шута илнĕ.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха асăрхаса тăрас енĕпе ирттернĕ мероприятисенче правилăсене пăхăнманран административлă правăна пăснă 1800 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен 105-шĕ – ÿсĕрле руль умне ларнăшăн.
Пĕлтĕр ачасем хутшăннипе пĕр авари пулнă, унта пĕр ача аманнă. Кунта çакна каласа хăвармалла: ачасене пĕчĕклех çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе килте те, ача садĕнче те, шкулта та тăтăшах ятарлă занятисем ирттермелле. Çул çинче правилăсене пăхăнасси ачан ырă йăлисенчен пĕри пулмалла.
Чылай чухне çул-йĕр инкекĕсем ачасен айăпĕпе пулаççĕ. Пĕчĕккисем правилăсене пăснине (машинăсем çÿрекен вырăна тухса тăни, унта выляни, велосипедпа ярăнни) курсан аслисен вĕсене асăрхаттармалла, курман пек пулса иртсе каймалла мар. Педагогика профилактики çулсем çинче ачасем аманассине сирме, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать.
АСРА ТЫТĂР: Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнни çеç çулсем çинче çынсем вилессине тата аманассине чакарма пулăшать!
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.