17 февраля 2014 г.
Çак кунсенче район прокурорĕ Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм тĕлĕшпе уçнă уголовлă ĕçпе килĕшрĕ, ăна пахалăхсăр, çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăракан хаяр шĕвек сутнăшăн айăплама йышăнчĕ.
Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, Туканаш ялĕнче пурăнакан хĕрарăм иртнĕ çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче, кăнтăрла тĕлнелле,10 сехет те 40 минутра, килĕнче пулнă, хăйне усă кÿрес тесе саккуна пăхăнмасăр ялта пурăнакан пĕр арçынна çур литр хаяр шĕвек (лицензисĕр продукци) сутнă.
Раççей Федерацийĕн УК-н 238 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн хĕрарăмăн уголовлă явап тытма тивет. Суд ăна айăплă тесе йышăнчĕ, 7000 тенкĕ штраф тÿлемелле турĕ.
А.Перепелкин, район прокурорĕн пулăшуçи.