17 февраля 2014 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пуçарăвĕпе февралĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Çамрăк суйлавçă кунне ирттереççĕ. Тĕллевĕ – çамрăксене суйлавсене, çавăн пекех патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелессипе çыхăннă юхăма явăçтарасси.
Район администрацийĕн ларусен Пĕчĕк залне çак кун пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен, территорири çамрăксен суйлав комиссийĕнчен 40 ытла çамрăк суйлавçă пухăннă. Районти вĕренÿ пайĕпе суйлав комиссийĕ йĕркеленĕ мероприятие пухăннисем "Право – пуласлăх компасĕ" тематикăллă плакатсемпе ÿкерчĕксен куравĕсемпе паллашнă. Мероприятие территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Анатолий Ейков уçнă. Çамрăк суйлавçăсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн эксперт специалисчĕ Светлана Ербулаткина тухса калаçнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен аталанăвĕнчи суйлав витĕмĕ, суйлавçăсен регистрацийĕпе учечĕ пирки пĕлтернĕ.
Çавăн пекех çак мероприятире районти тăхăр шкул ачи хăйсен пĕрремĕш тĕп документне алла илнĕ. РФ Конституцине 20 çул çитнине халалланă "Эп – Раççей гражданинĕ" республика олимпиадине хутшăннă 10-11 классенче вĕренекенсем сертификатсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне "Эп – суйлавçă! Çакă манăн пуласлăх" плакатсен тата "Эпĕ суйлава ÿкеретĕп" ÿкерчĕксен конкурсĕсене пĕтĕмлетнĕ.
А.ЗАМУТКИНА.