АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалистсене асăнмалли кун

17 февраля 2014 г.

Воин-интернационалистсене асăнмалли кун

Кăçал ăна Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа паллă тăваççĕ. Яланхи пекех Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннисем район администрацине çавра сĕтеле пухăнчĕç, иртнĕ çулсене аса илчĕç, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç, шухăш-кăмăлне уçса пачĕç. Унтан вĕсем Çĕнтерÿ лапамне тухса Афганистанра тата çĕр-шывăн ытти регионĕнчи юнлă хирĕç тăрусенче куç хупнисен ячĕпе лартнă Чул палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Аса илтеретпĕр, вунă çула тăсăлнă вăрçăра Совет Союзĕн 14 пине яхăн салтакĕпе офицерĕ пуç хунă. 25 пинĕшĕ аманнă, сусăрланса инвалид пулнă. Пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 6 пин ытла çын Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Çапăçура 176-шĕ аманнă,117-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă, 114 çын – инвалид. Афганистан тата Чечен вăрçине районтан 100 ытла çамрăк каччă хутшăннă. Шел те, çак йышран паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă ентешсем те пур – Г.Иванов, Ю.Макаров, В.Быков, С.Эзенкин. Паян акă çавра сĕтеле хутшăнакансем паттăр воин-интернационалистсене асăнса пĕр минут хушши шăппăн тăчĕç. Асăну кунĕ патриотизмла юрăсен фестивалĕпе вĕçленчĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика