АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха ачаран упрамалла

19 февраля 2014 г.

Сывлăха ачаран упрамалла

Ача сывлăхĕ яланах питĕ хаклă, çавăнпа та ăна упрассишĕн аслисен вăхăтне те, вăйне те шеллеме кирлĕ мар.

Ача сывлăхлă ÿсни, унăн организмĕ пурнăç условийĕсем улшăннине хăнăхни вăл мĕнле лару-тăрура пурăннинчен, мĕнле вĕренÿ тытăмĕнче ăс пухнинчен нумай килет. Ачан сывлăх культурине аталантарма çуралсанах пуçламалла, ача садĕнче, шкулта çак ĕçе малалла тăсмалла. Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни ÿссе çитсен те пысăк витĕм кÿрĕ.

Гигиена процедурисене мĕнле йĕркелесе пымаллине аслисен хăйсен пĕчĕккисене кăтартса, вĕрентсе пымалла. Çавăн пекех сывлăх кунĕсем йĕркелени, сăвăсемпе калавсем, юмахсем вулани, ÿкерчĕксем пăхни, тĕрлĕ занятисем ирттерни питĕ усăллă. Ирхи зарядка, физкультура, тĕрлĕ хăнăхтарусем, уçă сывлăшри вăйăсем, массаж – çаксем пурте ачана сывлăхлă аталанма пулăшаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре çемье витĕмĕ питĕ пысăк. Пĕчĕккисем аслисенчен тĕслĕх илнине нихăçан та манмалла мар. Килте те, ача садĕнче те пĕчĕккисен сывлăхĕшĕн тăрăшса пырсан çеç аван кăтартусем пулĕç.

Пирĕн юратнă тĕпренчĕксем сывă та телейлĕ ÿсчĕр тесен вĕсене сывлăхшăн тăрăшма вĕрентмелле, мĕншĕн тесен сывлăха сутăн илме çук, ăна упрамалла.

Т.ТИМКИНА, Питĕркассинчи вăтам шкул çумĕнчи "Почемучка" ушкăн воспитателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика