19 февраля 2014 г.
Район прокуратури 2013 çулта районта пурăнакан пĕр çын тĕлĕшпе вăрман промышленноçĕн комплексĕн сферинче преступлени тунăшăн пуçарнă уголовлă ĕç тăрăх айăплав майлă пулнă.
2013 çулта районти 1 " суд участокĕн миравай судйин приговорĕпе Н.И. Герасимов РФ УК-н 260 статйин 2 пайĕн "г" пункчĕпе пăхса хунă преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Ăна 160 сехет ĕçлемелле тунă.
Н.И.Герасимов саккуна пăхăнмасăр Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Етĕрнери лесничество" учрежденине пĕтĕмпе 132198 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Асăннă уголовлă ĕçе пăхса тухнă хыççăн район прокуратури тăкака саплаштартарас тĕлĕшпе суда пĕр тавăç хучĕ тăратнă, суд ăна ырланă.
Район прокуратури вăрман промышленноçĕн саккунĕсене пăсакансене тупса палăртас ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе граждансене мĕн пур фактсем пирки çак адреспа çийĕнчех пĕлтерме ыйтать: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерÿ лапамĕ, 1 çурт, е вĕри лини телефонĕсемпе (2-13-33, 2-12-57) шăнкăравлама пулать.
А.ПЕРЕПЕЛКИН, район прокурорĕн пулăшуçи.