19 февраля 2014 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери пайĕн начальникĕ Владимир Галкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи февралĕн 21-23-мĕшĕсенче республика территорийĕнче "Урă мар водитель" профилактика операцийĕ иртет. Ăна автоçулсем çинче аварисем пулассине чакарас, Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Палăртмалла, январь уйăхĕнче кăна республикăра урă мар 182 водителе тупса палăртнă, 220 водитель медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен.
А.КАРПОВА.