19 февраля 2014 г.
Иртнĕ çулхи март уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти полици уйрăмне 18 сехет те 40 минутра Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан 81 çулхи арçын хăйĕнне 45 пин тенкĕ вăрлани пирки телефонпа пĕлтернĕ.
Следствипе оперативлă дежурнăй ушкăн тăхтаса тăмасăр вырăна тухса кайнă. 18 сехет тĕлне ватă кил хуçи патне палламан çамрăк каччă килни, вăл хăй ыр кăмăллăх организацийĕн представителĕ тесе пĕлтерни, хăйĕнпе пĕрле улма-çырлапа сок тата 0,5 литр кĕленчепе водка илсе килни паллă пулнă. Çамрăк кил хуçипе вырăсла кăмăллăн калаçнă тата сăпайлă пулнă, ăна эрех ĕçме сĕннĕ. Эрех ĕçнĕ хушăра çамрăк ватă пирки ыйтса пĕлнĕ, вăл пĕччен пурăнни, çителĕклĕ пенси илни, укçине мăнуксем валли пухни пирки тĕпчесе пĕлнĕ. Унтан каччă ватă çын çенĕкре телефонпа калаçнипе усă курса шкапран 45 пин тенкĕ вăрланă.
Преступлени вырăнне тĕпченĕ чух криминалист-эксперт пÿрне йĕрĕсене тупса палăртнă. Çак кунах экспертиза тунă. Çавăн пекех кÿршĕре пурăнакансем урамра 116 регион номерĕпе ВАЗ-21099 маркăллă таса мар çăмăл автомашина ларнине пĕлтернĕ. Пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă хыççăн асăннă преступление Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан 1988 çулта кун çути курнă каччă тунине палăртма май килнĕ. Анчах та ăна шырас ĕç малалла пынă.
Кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче асăннă çамрăк ăçта пулнине тупса палăртнă, ăна полици уйрăмне илсе çитернĕ. Ку çамрăк маларах та вăрă-хурахла ĕçсемшĕн тата ултавшăн суд тенкелĕ çине ларнă иккен. Вăл айăпне тÿрех йышăннă, ÿкĕннĕ. Следстви вăхăтĕнче ăна тытса чарнă, хупнă. Айăплă çамрăк ватă çынна кÿнĕ тăкака туллин саплаштарнă.
Айăпланакан пĕлтернĕ тăрăх, вăл иртнĕ çулхи март уйăхĕнче Çĕмĕрле хулинче вăхăтлăх ĕçре пулнă. Преступлени тунă кун вăл Хĕрлĕ Чутайри пасарта ватă çынпа паллашнă, унпа калаçса кайсан ăна мучи инçех мар пĕччен пурăнни пирки пĕлтернĕ, фронт çырăвĕсене кăтартма шантарнă. Кун хыççăн каччă ватă çын патне хăнана кайма шут тытнă. Унтан çамрăк ватă çыннăн укçине вăрланă та. Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда ярса панă. РФ УК-н 158 статйин 2 пайĕн "в" пункчĕ тăрăх 5 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çывăх вăхăтра суд пулать.
Район çыннисене, уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсене, асăрхануллăрах пулма ыйтас килет. Палламан-пĕлмен çынсене киле ан кĕртĕр, вĕсене ан шанăр, хăвăр çинчен, тупăшсем пирки нимĕн те каласа ан парăр. Мĕн те пулин туянма сĕнекен çынсене те ан кĕртĕр. Парне пама шантаракан çынсем пирки те ыйтса пĕлĕр, шанчăклă организаци парне парас-тăк вĕсем çинчен районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче пĕлме кирлĕ. Енчен те иккĕлентерекен шанчăксăр çынсем çÿресен районти полици уйрăмне пĕлтерĕр.
Р.ПУДОВА, преступленисене тĕпчекен уйрăмăн аслă следователĕ.